Çамрăксен хаçачĕ

24 Юпа, 2014

Йĕрке тăвакан хуçасем тупăнĕç-ши?

Нумаях пулмасть хамăр хаçатра совет тапхăрĕнчен юлнă "палăксем" çинчен калаçу хускатнăччĕ. Тĕрĕссипе, тĕлĕнмелли нимех те пĕлтермерĕмĕр темелле - кашни ял тăрăхĕнчех çавнашкал ишĕлчĕксене курма пулать-çке. Хуçасăрлăх-и ку е ĕçлеме пĕлменни-и?

17 Юпа, 2014

“Манăн та 10 ача пулĕ”

Кил-çурт ача сассипе илемлĕ. Шăпăрлансем выляни, кулни, савăнса алхасни... Çакăнран хаклăраххи мĕн пултăр? Удмурт Республикинчи Сарапул хулинче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Любовь Александрова хĕр чухне амăшне çапла каланă: «Манăн та 10 ача пулĕ».

17 Юпа, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 42 (6031) №. 17.10.2014

Çĕнĕ Шупашкарти Александровсен çемйинче 10 ача кун çути курнă.

Шупашкарти ача çурчĕн воспитанникĕсем "Ума палата" вăййăн регионти тапхăрĕнче çĕнтернĕ.

Полина Борисова юрăç: "Пурнăç çулĕпе ахăлтатса кулса утатăп".

17 Юпа, 2014

“Ылтăн çÿпçерен” - пĕчĕк чухнехи ĕмĕт

Чăваш наци телекуравĕ çынсем патне çитни - пысăк çитĕнÿ. Халăх ăна тахçантанпах кĕтнĕ. Пĕрремĕш тÿрĕ эфир, пĕрремĕш кăларăм... Ĕнер çеç пулнă тейĕн. Вăхăт хăйĕн еккипех шăвать. Акă Наци телекуравĕ те юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче 3 çул тултарчĕ. Ку тапхăр - нумай та, сахал та мар.

17 Юпа, 2014

Шкул ачисем те наркотикпа иртĕхеççĕ

Нумаях пулмасть Раççейри темиçе регионта çĕнĕ йышши наркотикпа наркăмăшланнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Ăна пула çут тĕнчепе сыв пуллашнисем те пур. Шел, çак амак пирĕн республикăран та пăрăнман. Кĕске хушăрах 156 çын регионти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене паллă мар наркотикпа наркăмăшланнăран пынă. Вĕсенчен 25-шĕн диагнозне çирĕплетнĕ. Çивĕч çак ыйту тавра кулленех калаçатпăр пулин те лару-тăру улшăнни курăнмасть. Наркотикпа ашкăнакансен йышĕ пĕрмай ÿсет. Ытларах чухне унăн серепине çул çитмен ачасем тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ.

Pages