Çамрăксен хаçачĕ

28 Чÿк, 2014

Вĕренÿ бизнес йĕркелеме чăрмантармасть

Хальхи вăхăтра студента стипенди нимĕн тума та çитмест. Лавккана кĕрсен тутлă апат-çимĕç туянса кĕсьери укçан çуррине кăларса хума тивет. Контракт мелĕпе вĕренекенсен лару-тăру тата йывăр. Апатланнăшăн, пурăннăшăн çеç мар, вĕренÿшĕн те укçа тÿлемелле.

21 Чÿк, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 47 (6036) №. 21.11.2014

13 çулти фокусник Дмитрий Царегородцев çынсене тĕрлĕ трюкпа тĕлĕнтерет.

"Асамат кĕперĕ" конкурсра çĕнтернĕ Лариса Степанова пĕчĕк чухнех сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ.

Эстрада çăлтăрĕсем мĕнле транспортпа çÿреççĕ?

21 Чÿк, 2014

“Фокусник нихăçан та улталамасть”

Шупашкарта пурăнакан 13 çулти Дмитрий Царегородцев ытти ача пекех шкула çÿрет. Унăн кашни çыннăнни пекех чун киленĕçĕ пур. Анчах хăйĕн валли нумаях пулмасть Дмитрий Царевич хушма ят тупнăскер тантăшĕсенчен уйрăлса тăрать. Дима фокуссем кăтартать.

21 Чÿк, 2014

“Чуна уçса юрлатăп...”

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче ЧР культура училищинче эстрадăн çамрăк юрăçисен «Асамат кĕперĕ» конкурсĕ иртрĕ. Михаил Семенов ячĕпе йĕркеленнĕскер пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа сцена çине çиччĕмĕш хут кăларчĕ.

21 Чÿк, 2014

Лев КУРАКОВ: “Нушаллă пурнăç экономист пултарчĕ”

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне 20 çул ертсе пынă экономика ăслăлăхĕсен докторне Лев Куракова пĕлмен чăваш сахал.

Pages