“Чуна уçса юрлатăп...”

21 Чÿк, 2014

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче ЧР культура училищинче эстрадăн çамрăк юрăçисен «Асамат кĕперĕ» конкурсĕ иртрĕ. Михаил Семенов ячĕпе йĕркеленнĕскер пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа сцена çине çиччĕмĕш хут кăларчĕ.

- Музыка училищинчен каяс килмест. Мухтани те, ятлани те - пĕтĕмпех кирлĕ. Кунта ячĕшĕн мар, кирлипех, пирĕншĕн усăллă пултăр тесе вĕрентеççĕ, - калаçу пуçарчĕ «Асамат кĕперĕ» конкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçи Лариса Степанова.

20 çулти пике ЧР Пуçлăхĕн стипендине Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулĕнче 11-мĕш класра вĕреннĕ чухнех илнĕ. «Вирьял шевлисем», «Кĕмĕл сасă» тата ытти конкурса хутшăнса палăрнă. Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче çуралнăскер икĕ çулта чухнех «Руки вверх» юррисене шăрантарнă. Лаçра концерт кăтартнă. Шкулти пур кружока та çÿренĕскер чăваш чĕлхи вĕрентекенне Зоя Андреевăна тав сăмахĕ каласшăн.

 

Лариса Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче 3-мĕш курсра вокал уйрăмĕнче вĕренет.

- Эпĕ конкурссене хутшăнма яланах хавас. Мускава та çитме хатĕр. «Еврокурава» кай», - тесен те хăрамастăп. Нимрен те шикленсе тăмастăп, çавăнпа часах заявка çыртăм. Икĕ юрра кăтартрăм, «Санпа ялан» ятлине конкурсра юрлама суйларăм. Пытармастăп: сцена çинче питĕ хумхантăм. Малтан ун пекех марччĕ. Юлашки вăхăтра ытларах пăлханма пуçларăм. Профессионалсен хушшинче юрласси ялти кинемейсен умĕнче юрласси мар. Конкурсра юрлаканĕсем те, жюри членĕсем те - музыка ăстисем, çавăнпа хумхантăм та. Ку конкурса пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Çĕнтернинчен хам та тĕлĕнтĕм, - калаçăва тăсрĕ Лариса. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.