Çамрăксен хаçачĕ

5 Раштав, 2014

Куçран пăхса ачасен чунне туять

Кăçал Раççей опера юрăçи Евгения Лагуна "Телейĕн наци çук" ятпа Пĕтĕм тĕнчери концерт турне пуçланă. Тăлăх ачасене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕскерĕн пĕрремĕш концерчĕ Италире иртнĕ.

5 Раштав, 2014

Çĕр хут илтиччен пĕрре кур

Чăвашсен хальхи вăхăтри паллă кулăшçи Виктор Петров ертсе пыракан театр нумаях пулмасть 25 çул çитнине уявларĕ. Нумай вăхăт-и çакă, сахал-и - сатирăпа кулăш театрĕ халăха çаплах савăнтарать, пурнăçри çитменлĕхсене асăрхаса питлет, хамăртан хырăм тытса култарать.

5 Раштав, 2014

Укçа тесен вилнĕ çын та хускалнă

Камит пурнăç çинчен шухăшлама хистет. Мĕн вăл телей? Çак ыйтăвăн хуравне шыракан чылай. "Çывăх çынсем çумра пулнинчен телейли нимĕн те çук", - тетпĕр. Пĕрисем укçа çителĕксĕррине пула савăк пурнăç хура куна çаврăннине ĕнентереççĕ. "Укçа-тенкĕ чи пĕлтерĕшли мар", - калаççĕ теприсем.

28 Чÿк, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 48 (6037) №. 28.11.2014

Вырăс çемйинче çуралнă Кристина Шегурова чăваш кĕслине калать.

"Кармен" - чăваш сцени çинче.

Заводра ĕçлекен юрăç хăяр-помидор тăварлать

"Çылăх" калавăн малалли пайĕ.

28 Чÿк, 2014

“Чăваш кĕслине чунран юрататăп”

"Музыка - ăслă çынсен савăнăç лаççи. Вăл халăхра тĕрлĕ шухăш çуратма, тарăн йĕр хăварса йăла-йĕркене пăсма пултарать", - тенĕ Авалхи Китай философĕ Сюньцзы. Чăн та, илемлĕ кĕвĕ шаннă ÿсен-тăрана вăй илме, çынна çитĕнÿ тума çунат хушать. Çак ĕçре пире пултаруллă композиторсем те, мусăкçăсем те пулăшаççĕ.

Pages