Çамрăксен хаçачĕ

7 Çу, 2015

Авлантартăмăр та ывăлсемсĕр юлтăмăр

"Манăн пилĕк ывăл", - мухтаннă пĕр хĕрарăм пилĕк чиперука çуратни умĕнче. Хайхискерсен чун тĕпренчĕкĕсем çитĕнсен çемье чăмăртанă. "Ывăлсене авлантартăм та пĕр-пĕччен тăрса юлтăм", - хуйхăрнă пĕрремĕшĕ. "Пилĕк хĕре качча парса пилĕк ывăллă пултăм", - хĕпĕртенĕ иккĕмĕшĕ", - çакăн пек шÿтленине илтнĕччĕ пĕлĕшĕн ачин туйĕнче. Вĕсен çемйисем çинчен мар, хамăн телейсĕр ватлăх пирки çыру шăрçалатăп каçхи шăплăхра.

7 Çу, 2015

Хусан çийĕн вĕçрĕç тĕрĕксен янравлă сăввисем

Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче пулса курнăранпа вăхăт нумай та хыçа юлмарĕ - шăпа Хусанта апрель уйăхĕн вĕçĕнче йĕркеленнĕ çакнашкал фестивале илсе çитерчĕ.

30 Ака, 2015

Мускаври парада кăçал та хутшăнасшăн

Çĕнтерÿ уявĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавна май шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ветерансемпе тĕлпулусем ирттереççĕ.

30 Ака, 2015

Тăлăхсене хваттер... суд урлă параççĕ

Тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту - çивĕччисенчен пĕри. Строительство комплексĕ, ытти регионпа танлаштарсан, начар ĕçлемест. Хута яма палăртнă кашни çуртра тенĕ пекех социаллă хваттерсем пур.

Pages