Комментари хушас

30 Ака, 2015

Мускаври парада кăçал та хутшăнасшăн

Çĕнтерÿ уявĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавна май шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ветерансемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Апрелĕн 27-мĕшĕнче тĕп хулари Вăрçă мухтавĕн музейĕнче 14-мĕш кадет шкулĕн вĕренекенĕсем хаяр вăрçă витĕр тухнă паттăрсемпе тĕл пулчĕç, вĕсене мирлĕ пурнăçпа тăнăçлăх парнеленĕшĕн тав турĕç.

Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалланă уйăхлăх иртнĕрен музейра паттăрлăх урокĕсем йĕркеленĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă чухне Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче хастар çапăçнă ветерансем сахал мар пынă. Хальхинче кадетсене тискер те хăрушă вăрçă çинчен Сталинград çапăçăвĕнче пулнă Александр Рыбаков, Берлина илнĕ çĕре хутшăннă Константин Шевнин, Кенигсберга ирĕке кăларнă Юрий Петров каласа кăтартрĕç. Паллах, Тăван çĕршывăн пуласлăхĕшĕн, Çĕр çинчи янкăр тÿпешĕн алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç тăнă шурă çÿçлĕ салтаксемпе тĕл пулни чăн-чăн телей.

Нимĕç фашисчĕсем ним пĕлтермесĕр Совет Союзне тапăнса иккĕмĕш çул вăрçă пынă вăхăтра Александр Рыбаков 10-мĕш класра çеç вĕреннĕ-ха. Шкулпа сывпуллашсан çар училищине çул тытнăскер 2 уйăх çеç ăс пухайнă - вĕренÿ заведенийĕн студенчĕсене çапăçу хирне илсе кайнă. 1942 çулхи июль уйăхĕнче пулнă çакă. Çанталăк питĕ шăрăх тăнă. 200 талăк пынă çапăçура Александр Васильевич разведчик пулса Гитлер йыттисемпе кĕрешнĕ. Пĕррехинче хăйне те амантнă. Госпитальте 7 уйăх сипленнĕ вăл. Ун хыççăн та алла хĕç-пăшал тытнă. Чăваш Ен каччи Курск пĕккине лекнĕ. Вăрçă вĕçленичченех вăл связистра тăрăшнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.