Комментари хушас

7 Çу, 2015

Авлантартăмăр та ывăлсемсĕр юлтăмăр

"Манăн пилĕк ывăл", - мухтаннă пĕр хĕрарăм пилĕк чиперука çуратни умĕнче. Хайхискерсен чун тĕпренчĕкĕсем çитĕнсен çемье чăмăртанă. "Ывăлсене авлантартăм та пĕр-пĕччен тăрса юлтăм", - хуйхăрнă пĕрремĕшĕ. "Пилĕк хĕре качча парса пилĕк ывăллă пултăм", - хĕпĕртенĕ иккĕмĕшĕ", - çакăн пек шÿтленине илтнĕччĕ пĕлĕшĕн ачин туйĕнче. Вĕсен çемйисем çинчен мар, хамăн телейсĕр ватлăх пирки çыру шăрçалатăп каçхи шăплăхра.

Мăшăрпа иксĕмĕр виçĕ ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Хăй вăхăтĕнче çакăншăн пуç каçăртса çÿремерĕмĕр, халĕ вара пĕри те çумра çук. Аслисем шкул пĕтернĕ хыççăн хĕсмете кайса килчĕç, кĕçĕнни ура лаппи тÿрĕ пулнăран салтак пăттин тутине пĕлеймерĕ, çапах нихăшĕ те чăн-чăн арçын пулаймарĕ.

Алешăпа Андрей çартан таврăнсан аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕчĕç. Тĕрĕссипе, унта пĕлĕве тÿлевсĕр тарăнлатма районти пĕлĕшсем май тупса пачĕç. Укçа тÿлемелле пулнă тăк ывăлăмăрсене вĕрентсе кăлараймастăмăр. Пирĕн, хресченсен, пахча çимĕç акса-лартса туса илнисĕр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе сутнисĕр пуçне нухрат тумалли меслет çук-çке. Мăшăрăм хăшĕ-пĕрин упăшки пек телевизор умĕнче лармастчĕ, кунне-çĕрне пĕлмесĕр пахчара тăрмашатчĕ, лайăх тухăç илес тесе тăрăшатчĕ. Шултăра та хитре çимĕçсене çеткăсене тултарса, лаша кÿлсе ачасене вĕренме кĕме пулăшнă çынсене леçсе параттăмăр. Тăвансем патĕнче пурăннăран пусăн-пусăн пухнă кĕмĕлпе иккĕшĕн валли те общежитисенче пĕрер пÿлĕм туянтăмăр. Каярахпа кĕçĕннине туянса пама та вăй çитертĕмĕр. Саша аттестат илсен пĕлĕвне тарăнлатма шухăшламарĕ, ют хуласене туртăнчĕ. "Чаплă" юлташĕсем ăна ĕçтерсе ÿсĕртсе мĕн чухлĕ укçа илмен-ши? Тавăрса панă тенине ĕненместĕп.

Ачасене иртĕнтертĕмĕр-ши, канлĕ пурăнччăр терĕмĕр-ши - Шупашкартан яла час-часах çÿреместчĕç. Килсен те пĕр-икĕ кунра нумай пулăшаççĕ-и ара? Каçхине, клуба каяс умĕн, хăйсен тăван йăмăкне шăккалат кăтартатчĕç те тухса утатчĕç. Пĕчĕкскерĕн кăмăлне мĕншĕн пăсмалла-ха? Çакăншăн вĕсене темиçе те асăрхаттартăм. Çук вĕт, хĕр пĕрчине йĕкĕлтеме пăрахмарĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.