Çамрăксен хаçачĕ

16 Ака, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 14-15 (6055-6056) № 16.04.2015

Чăваш Республикипе Беларуç хушшинчи тавар çаврăнăшĕ икĕ хут ÿсĕ. 2 стр.

Преступлени пулни çинчен пĕлтернисене укçан хавхалантарма тытăннă. 3 стр.

22 çулти каччă 43-ри арçын çинче ун чунĕ тухичченех ташланă, сикнĕ. 4 стр.

Ачасăр мăшăрсен 40 про-ценчĕн арçын айăпне пула çемьере йыш хушăнмасть. 5 стр.

Оперăпа балет театрĕ кĕнеке илсе пынисене "Сарпике" спектакле тÿлевсĕрех кăтартĕ. 6 стр.

Окоп чавнă чухне ăшăнас тесе хăшĕ-пĕри кăвар çинче тăпăртатнă. 8 стр.

"Сапер кĕреçине те, гитарăна та кăçалчченех килте упрарăм..." 9 стр.

16 Ака, 2015

Беларуç Чăваш Енпе малашне те ĕçлесшĕн

Апрелĕн 8-10-мĕшĕсенче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикинче пулнă. Михаил Васильевич Беларуç Президенчĕпе Александр Лукашенкăпа, Андрей Кобяков премьер-министрпа, Раççей Федерацийĕн Беларуçри полномочиллĕ посолĕпе Александр Суриковпа курнăçнă.

16 Ака, 2015

Ачасем - чи пархатарлă куракансем

Апрелĕн 8-10-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ тата Мари Республикинчи ачасемпе çамрăксен театр-центрĕ хире-хирĕçле гастрольсем йĕркелерĕç. Çармăссем пирĕн пата виçĕ юмах илсе килчĕç: "Принцесса и Чудовище" /Е.Тыщук/, "Чудесное превращение Бабы-Яги" /А.Чубарова, И.Егорова/, "Про Федота-стрельца, удалого молодца" /Л.Филатова/.

Pages