Çамрăксен хаçачĕ

2 Ака, 2015

Ветеран тĕпренчĕкĕсене ырă тăвасшăн, вĕсем вара?..

«Колонкăран икĕ витре шыв ăсса кĕтĕм. Сурăхсене пăхатăп, урай та, кĕпе-йĕм çăватăп. Шап-шурă вырăн çинче çывăрма юрататăп та. Кукăль пĕçерме ÿркенместĕп...» - çак сăмахсене вăйпитти хĕрарăмран илтес пулсан ăса та хывмăттăм. 92-ри кинемей, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Нина Истомина, правурлăхĕ чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Вăрттăнлăхĕ - нушапа пиçĕхнинче. Кунсăр пуçне кунсерен физзарядка тăвать вăл. «Шăм-шак çăмăл, хама аван туятăп. 90-ран каçни пĕртте туйăнмасть. Куç лайăх курать, хăлха илтет...

2 Ака, 2015

Вараланнă простыне те амăшне çутараççĕ

"Çамрăксен хаçачĕн" мартăн 26-мĕшĕнчи номерĕнче "Çитет чăтса - çавăтса кăларса яратăп" статьяна вуланă хыççăн компьютер умне электрон çыру çырма кĕрсе вырнаçрăм. Шалта темĕн тулашать, ăшши-пăшине кăларса ямасăр лăпланаймастăп. Ара, Владимирăн Кристини пек хĕре хам та пĕлетĕп. Çавна аса илтĕм те йăлт юн вĕресе кайрĕ.

26 Пуш, 2015

Настьăна Раççейре çеç мар, ют çĕршывра та пĕлеççĕ

Пирĕн республикăра "Чăваш Ен ахахĕсем" фестиваль-конкурс иккĕмĕш хут иртет. Ăна ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисем пулăшнипе ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова тата Сергей Бреус предприниматель йĕркелеççĕ. Малтан "Шупашкар районĕн ахахĕсем" пулнăскер нумаях пулмасть ятне улăштарчĕ.

26 Пуш, 2015

Артистсем пăтăрмахшăн пĕр-пĕрне кÿренмеççĕ

Кирек камăн та йăнăшасси пулать. Унсăрăн епле-ха? Этем - робот мар вĕт. Алă усса ларакан кăна йăнăшмасть теççĕ. Театрта ĕçлекенсем те - чĕрĕ çынсемех, хутран-ситрен вĕсем те халăх умĕнче чип-чипер вылянă çĕртех пăтăрмаха лекеççĕ: е такăнса ÿкеççĕ, е сăмахĕсене манаççĕ... Кун пек лару-тăруран епле хăтăлмалла-ха? Сан çине çĕр-çĕр куç тинкернĕ чухне мĕн тумалла? Çак ыйтусемпе сцена ăстисене хăйсен професси уявĕ умĕн чăрмантартăмăр. Малалла вулас...

Pages