Иккĕн аманнă, пĕри вилнĕ…

Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче, каçхи 10 сехетсенче Çĕнĕ Шупашкарта, Советски урамĕнчи 25-мĕш çурт тĕлĕнче çул урлă каçмалли вырăнта иномарка виçĕ çын çине пырса кĕнĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, 45 çулти «Мitsubishi” водителĕ çул çине тухнă хĕрсене ытла та кая юлса асăрханă. Куракансем каланă тăрăх, машина пысăк хăвăртлăхпа вĕçтерсе пынă-мĕн. 28 çулсенчи аманнă икĕ хĕре больницăна илсе çитернĕ. Виççĕмĕшĕ, Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕскер, йывăр сурансене чăтаймасăр васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади çитиччен пурнăçран уйрăлнă. Вăл та 28 çулта çеç пулнă. Руль умĕнчи водителе тĕрĕсленĕ: ÿсĕр пулман. Халь инкек сăлтавне тĕпчеççĕ.

ЧР ШĔМ патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем каçхине тата япăх çанталăкра çул çинче уйрăмах асăрхануллă та тимлĕ пулма ыйтаççĕ.

www.hypar.ru

Елена АТАМАНОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас