Хĕрсем «Раççей чăваш пики-2018» конкурса хатĕрленеççĕ

«Раççей чăваш пики-2018» кăçал чÿк уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче иртмелле. 

Чăваш наци конгресĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хальхипе саккăрмĕш хут иртекенскер кăçал РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн пулмалла. ЧНК пуçарнă конкурса йĕркелеме республикăн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшать.

«Раççей чăваш пики-2018» конкурс Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче иртĕ. Хутшăнас кăмăллисен малтан район, регион шайĕнче çĕнтермелле, унтан Чăваш наци конгресне заявка ямалла. 

www.hupar.ru Addnt.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас