Чăваш Енре электрон "больничнăйсем" илеççĕ
Чăваш Енре ĕнерхи кун тĕлне 27 çынна электрон "больничный" çырса панă. Çĕнĕлĕх утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çеç пуçланнине кура ку вăл сахал мар. Унтан та ытларах - пирĕн республика çак енĕпе çĕршывра малти вунă регион шутне кĕнĕ.
РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕ Антон Антонов "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, электрон хутсене Васкавлă медпулăшу больници, Шупашкарти 1-мĕш клиника больници, Çĕнĕ Шупашкарти хула больници, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав районĕсенчи тĕп больницăсем çырса панă.
Комментари хушас