Чăваш Ен ачисем — олимпиадăра

6 Пуш, 2018

Чăваш Ен çамрăкĕсем паян ăс-хакăлне Интеллектуаллă олимпиадăра тĕрĕслеççĕ. «Что? Где? Когда?», «Робототехника», «Программировани» çак тата ытти конкурссенче Хусанта Атăлçи тăрăхĕнчи ачасемпе тупăшаççĕ вĕсем.

Проект çамрăксен «iВолга – 2015» форумне хутшăннă хастарсем сĕннипе иртет. Ăна РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич та ырланă. Олимпиадăн тĕп тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва наукăпа инноваци ĕç-хĕлĕпе çывăхлатасси.

Хусанта Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчен 8-11 класра вĕренекен 168 çамрăка пухать. Ачасен физика, хими, биологи задачисене шутланă чухне ТРИЗ технологийĕсене ăнланнине, вĕсене усă курма пултарнине кăтартса памалла. Логика аталаннине, ку е вăл темăпа шухăшласа кăларма пĕлнине кăтартмалла.

Ачасен ăс-хакăлне тĕрĕсленисĕр пуçне Хусан тăрăх экскурсси ирттерме те палăртнă.

Рубрика: 

Комментари хушас