«Литературная газета» страницинчен касса илнĕ сăнÿкерчĕк, Хветĕр Уяр парнеленĕ кĕнекерен сиксе тухнăскер, асăмра юлнă: акăлчан литературин классикĕ Сомерсет Моэм ирех тăнă та /килти халатпа/, календарь çине пăхса «тата тепĕр çуралнă кун çитрĕ-им-ха ĕнтĕ, мур илесшĕ» тет. Пăхсан, çынна пурăнса йăлăхтарнă тейĕн. Çав кун 91 çул тултарнă титан часах çĕре кĕнине пĕлтĕм кăштахран.
Анатолий Юманăн халал-поэмине вуласа ларнă май сăнани-шухăшлани
"Пире, чăвашсене, мĕн çитмест?" тенĕ ыйтăва кашни чăвашах, тарăн шухăша кайса лармасăрах, хуравлама пултарĕччĕ: кÿршĕ-аршă, тус-юлташ, ĕçтеш-тантăш пултарнă ĕçĕн е пĕр-пĕр астăвăмăн пархатарне асăрхама васкамастпăр, е пачах "курмастпăр". Уншăн савăнас вырăнне кирек мĕнле япалара та /пыйтă шыранă пек/ çитменлĕх курма тăрăшатпăр. Ăçтан килет-ха çак туртăм?
Чăваш тĕнчине, унăн пур шанчăк-ĕмĕтне сирсе сирĕлми хура чаршав хупласа тăнă саманара вун çичĕ çулти поэт чун-чĕринчен «Нарспи» поэма шăранса тухать. Ытарайми çав Илем тĕнчине пултарнă поэт кун çути курнăранпа часах 125 çул тулать.