Комментари хушас

17 Утă, 2015

Ывăçа кĕмен тĕпренчĕксем

Анатолий Юманăн халал-поэмине вуласа ларнă май сăнани-шухăшлани

"Пире, чăвашсене, мĕн çитмест?" тенĕ ыйтăва кашни чăвашах, тарăн шухăша кайса лармасăрах, хуравлама пултарĕччĕ: кÿршĕ-аршă, тус-юлташ, ĕçтеш-тантăш пултарнă ĕçĕн е пĕр-пĕр астăвăмăн пархатарне асăрхама васкамастпăр, е пачах "курмастпăр". Уншăн савăнас вырăнне кирек мĕнле япалара та /пыйтă шыранă пек/ çитменлĕх курма тăрăшатпăр. Ăçтан килет-ха çак туртăм?

Акă А.Юманăн асăннă халал-поэминех илер, вăл пĕртте çитменлĕхсĕр мар. Анчах та кĕнекене уçсанах ман шухăш-туйăма урăххи хускатса ячĕ. Поэт ансат, кил-тĕрĕшре усă куракан /чĕлхеçĕсем хытарса нормăланипе мар!/ чĕлхепе пуплет. Паллах, халăхăмăрăн ĕмĕрсем хушшинче пуçтарăннă ăс-хакăлĕпе философийĕ те çав чĕлхене хывăннă-çке-ха. Епле ирĕклĕн тата сарлака кăмăл еккипе, ăçта чунне ыраттарса, ăçта юптарса-шахвăртса, /йăлтах халăхла!/ тымар ыйтусене хускатма май-мел тупнă кĕнеке авторĕ. Поэт сăнани-пĕтĕмлетни пурнăçра хамăрпа та пин хут пулнине асилтерет: пĕчĕк чунлă кĕвĕç этем яланах çын ĕçĕнче мĕнле те пулин çитменлĕх шырать, ан тив, вăрăмтуна пысăкăш çеç пултăр çав кăлтăк, ăна слон пысăкăш туса, паха ĕçĕн пĕлтерĕшне "пĕтерсе хума" хыпăнать, авторне вара тислĕк шывне кĕлернĕ пек варалама сăхланать. Хăйне Турă паманран, вăл самантлăха та пулин пултаруллă çынран çÿллĕрех туясшăн.

Унашкал çынсем влаç картлашки çине пуссан е хисеплĕ ятсемпе витĕнме май тупсан татах та сиенлĕ ĕç нумай тума пултараççĕ. Пурнăçĕнче пулса иртнĕ пăтăрмахсемпе инкек-синкек çинчен каласа парать пултаруллă поэт. Вĕсем хуçайман ăна, такăнтарма вара сахал мар пултарнă. Турă талантпа пĕрлех управлăх хевти те хушса парать-çке-ха.

Хайлав жанрĕнче палăртнă "халал" ăнлавăн пĕлтерĕшĕнче символ палăрăмĕсем сисĕнеççĕ. Анатолий Юман халăх ăсçутавçин Иван Яковлевич Яковлевăн халалĕ чăвашлăхшăн çул туйи çеç мар, малашлăх кăтартмăшĕ те пулнине çĕнĕрен аса илтерет. Кунта чăнлăх акă мĕнре: халал тĕшши пуласлăха акăнать, - эп калани догма мар, хăвăр пуçăрпа шухăшлама та ан ÿркенĕр тесшĕн Патриарх. Кун умĕн пултарнă ĕçĕме историпе Вăхăт хак парĕç, мăтăк чунлă йăхташ виçи мар ку, тесшĕн вăл.

Кунпа пĕрлех поэт хăй те ĕнтĕ паян чăваш çыруллă культуринче лаштра Юман. Халăхшăн пултарнă ĕçĕ тата сакăр теçеткерен каçнă пурнăç çулĕ ăна, ман шухăшпа, хăйне майлă халал сăмахĕ урлă шухăшне аталантарма ирĕк парать. Чăнах та, шутсăр алмай ку жанр Анатолий Юманшăн. Хăй вăхăтĕнче кунашкал хайлав стилĕ П.Хусанкай пултарулăхĕнче сулăмлă палăрнă. Сăмахран, "Шелепи шерепи" /1936/ поэмăна алла илĕр-ха, унта вăтăрмĕш çулсенчи самана сывлăшĕ тапса тăрать. Хусанкай эстафетине малалла туртакан Юман паян тăван чĕлхемĕрпе культурăмăр пуласлăхĕ пирки чуна кĕртсе шухăша каять, иккĕленет, тарăхать, тĕрев-шанчăк тĕпренчĕкĕсем шырать.

"Пире, чăвашсене мĕн çитмест?" поэма авторăн стилĕнче тĕлĕнмелле майпа "шелепилĕхпе" "хусанкайлăх" пĕр тĕвĕре уйрăлми çыхăннă. Шелепине эпир халăх хевтине туллин палăртнăшăн хаклатпăр, поэзи тĕлĕшĕпе ăслă та сăпайлă, чăваш çыннин хуйхи-суйхипе пурăнакан, тĕллĕн-тĕллĕн шÿтлесе те илекен шурсухала курса хапăллатпăр, хавхаланатпăр. Хресчен поэчĕ çырнисенче çитменлĕхсем те сахал мар, анчах, темшĕн-çке, вĕсем пĕртте куçа тирĕнмеççĕ. Асăрханă-и эсир, чылай чухне сăвă-поэма кÿлепипе сăн-сăпачĕ тураса якатнă пек йăлттам, рифмисем те тип-тикĕс, анчах поэзи вучĕ унта кăварланман та тейĕн, кайăкĕ писнĕ йăва пек. Чăн-чăн ансатлăха пурне те пÿрмен.

А.Юман тĕп шухăшĕн йĕрĕ тарăнпа пынă самантсенче хăшпĕр йĕркесене хăртаса çеç хăварать тейĕн. Е тепĕр чухне сăмахсемпе выляса илет: те юри пăсать хăшпĕр хытса ларнă яка клишесене, те якатса çитермесĕр малалла ыткăннă лирика геройĕн шухăш урхамахĕ?!

Халсăр поэзи пахчи унта Анатолий Федорович ятран лартнă лапсăркка çулçă-туратлă, парка хунавсене хÿтĕлекен кĕрнеклĕ юман пулман пулсан хăтлă сăн-сăпатне çухатнă пулĕччĕ.

Поэмăна пĕр чарăнмасăр вуласа тухса, вĕриленнĕ кăмăл-туйăма сивĕнме памасăр, чăн-чăн поэзие хаклакансем патне шухăшăма часрах çитерме васкарăм.

Юрий АРТЕМЬЕВ,

ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.