«Çут çанталăк килтерĕшлĕх»
Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин 100 çулне халалланă пухура каланă сăмах
Гений тарăнлăхне тĕпрен ăнкарса илес, ăна уçса парас тесен, паллах, вулаканăн та гений пулмалла. Анчах та хальлĕхе ку ĕмĕт çеç-ха: тен, килĕ малашне ун пек тĕпчевçĕ. Паянхи кун «Нарспи» авторне «гений» тесе хаклани илтĕнкелеме пуçларĕ. Анчах та ку хальлĕхе сĕмленÿ е пĕтĕмĕшле хак шайĕнче çеç-ха. Чăннипе, поэтăн генилĕхне уçса кăтартма çав тери йывăр, мĕншĕн тесессĕн çав тери ерипен çывхарса пыратпăр «Нарспи» поэмăн шалашĕ патне. Утăм хыççăн утăм. Гений шăпи яланах çавăн пек — ăна хăй пурăннă /чĕрĕ/ чухне çынсем «палламаççĕ» тейĕн, ун чăн пĕлтерĕшне ăнкарса илеймеççĕ. Этемлĕх аталанăвĕн саккунĕ мар-ши ку?! Мĕншĕн çапла пулать-ха?
Чăн малтан, гений пек шухăшлани, тĕнчене курни — хăнăхнă /нимпех те палăрса тăман мĕльюншар çыннăнни пек/ виçе картне лармасть, «нормăран» тухать тейĕпĕр. Эпир пурте виçене пăхăнатпăр, шухăш-туйăмсем яланхи сулăма туртăнаççĕ — хăнăхнă йĕркесем, чарусем, пуçлăхсем т. ыт. те. Гений вара уçлăх орбитине талпăнса тухма хăват çитерекен сывлăш карапĕ пек. Турă пÿрни ку.
Çавăнпа та ун тарăнăшне пин-пин /ахаль/ çын кĕреймест, ун пултарăвне тивĕçлĕ хаклама та ăс çитереймест. Унсăр пуçне, унри вăрттăнлăх /илеме курни-туйни, хăйне майлă шухăшлани, хăй пĕр уйрăм тĕнче пулни, хупăнчăклăх т. ыт. те/ кăштах «кансĕрлет» те, ютшăнтарать те таврари çынсене /çÿрет кунта ăсла персе! çитеймест пулмалла кăштах!/ Хутшăнма çăмăл мар унпа /йĕпписемпе тирет тейĕн!/, чун алăкне хупă тытать — пылчăклă урапах кĕме хăтланакан сахал мар-çке-ха. Обывательпе танлаштарсан тепĕр йышши типсем гений пĕлтерĕшне пĕверпе туйса тăраççĕ. Чылайăшĕ вĕсенчен талантсăр мар, анчах та Турă пани сахалтарах. Ку ĕнтĕ Моцартпа Сальери проблеми. Кĕвĕçÿ — çав тери хăрушă чир.
Вăл этем юнне пăсать, курайманлăх туйăмĕ куçне хура тĕтре карать... Çĕр çинчи пурнăçне пурăнса ирттерсен, тепрер çур ĕмĕр иртсен гение «аса илеççĕ». Халь ĕнтĕ вăл хăрушă мар никамшăн та: чи çывăхра пурăннă, анчах та пуринчен те ытларах кĕвĕçнĕ, курайман ĕçтешĕсем те çĕре кĕнĕ, общество пурнăçĕ /культура аталанăвĕ/ çÿллĕрех шая çĕкленнĕ. Вара генин чăн-чăн, ĕмĕрлĕх, пурнăçĕ тинех пуçланать, ун вăхăчĕ çитнĕ теççĕ.
К. Иванов пултарулăхне тĕрлĕ енчен тĕпченĕ çак иртнĕ çĕр çул хушшинче.
Ман шутпа, паян илемлĕ çырулăх тĕпчевĕн тĕпри тĕллевĕ — «Нарспи» авторĕн масштабне пур енлĕн ăнкарса илсе тĕнче культурин контекстĕнче курасси. Эпир ăна унта лартайман-ха, çак ĕçе тума кирлине тахçанах туйса тăратпăр пулин те.
Çавăнта ларма вăл тивĕçлĕ, анчах ку калама çук пысăк та сăваплă ĕç. Халăхри чи çивĕч те тарăн ăссен тивĕçĕ, çавсен хевте тупмалла, хăй тĕллĕн пулаймасть çак ĕç. Ниме тунипе çавăрса хураймăн ăна, Турă «чуптунă» çыншăн çеç вăй çемми ку.
«Нарспи» трагикăллă сывлăшпа тулса тапса тăрать — мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен. Çак трагикăллă туртăм-сулăм вăйĕ вулакан чунĕнче амаланса унта хуçаланма пикенет — çутă та таса ĕмĕтсем хура-хаяр сĕмлĕхĕпе черетленсе улшăнса пыраççĕ, шанчăк çути йăлтăртатать, сÿнет, каллех йăлкăшса илет, курайманлăхпа ултав чĕр кĕмĕл пек таса туйăмсене таптаççĕ... Чун диалектикине çавăрса илме, çав хатĕрĕн пулăхлă енĕсене /чăвашла вариант!/ хальччен пулман тарăнăша кĕрсе гений аллипе ĕçе кÿлĕннĕ автор. Йăлт чăвашла, халăх хевти кăвак хуппи пек уçăлать тейĕн. Çав вăхăтрах гений мускулĕ, шăнăрлă хевти Софокл, Эсхил, Еврипид орбитине талпăнса çĕкленет. Авалхи грексен трагикăлăхĕ тепĕр çунат хушать. Çавна пула чăваш генийĕн музи поэма пуçламăшĕнчех мăшăр
çунатлă — Софокл чунне кăшланă синкерлĕх çамрăк чăваш генийĕн чунне хĕлхем ÿкерет. Акă вăл ирĕклĕ шухăшсен диалогĕ, вăл икĕ пин çул каяллине тепĕр хут калани мар. Синкерлĕ шухăш /укçапа эрех ĕмĕлки-витĕмĕ/ поэма фабулине витĕр шăнăрлать. Çав вăхăтрах вăл илемлĕх тĕнчине кĕме май паракан çăра уççи те.
Чăнах та иккен, этеме укçапа эрех ăсран кăларать: Михетерпе карчăкĕн, Тăхтаманăн синкерлĕ шăписем укçапа тÿрремĕн çыхăннă. Пĕтĕм ырă, çутă пулăм-вăя хуплать, шар кăтартать. Çав шутрах хăш-пĕр мĕлт-мĕлт çеç курăнса илекен çынсене те ăсран кăларать. Сăмахран, «пĕчĕк Яго» сăнарĕ поэмăра пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çич-сакăр йĕркене хĕссе кĕртнĕ автор çак сăнара: Пĕрре пĕр çын килчĕ те, Тăхтаманпа калаçрĕç, Нарспи пÿртре çук чухне Пăшăл-пăшăл калаçрĕç. Тĕнче шайĕнчи «Отелло» калăпăшпе картнă идея ку, анчах К. Иванов сăмаха питĕ кĕскен, Чехов пек пĕрсе çырма пултарать. Гений палли çавăнта та сисĕнет. Хыпарçă тухса кайсан кĕвĕçÿ туйăмĕ каллех вут-çулăм пек хĕмленсе каять — çамрăк арăм ÿт-кĕлеткине саламат кастарать. «Хĕне, хĕне, Тăхтаман», — çине-çинех илтĕнет текст тарăнăшĕнче калавлакан сасси. Психологизм хĕрÿлĕхĕ ÿсет кунта. Садистла тискерлĕхе, хĕнени-асаплантарнине сывă тăн-пуçлă вулакан хăйне те ирĕксĕрленĕ пек йышăнать. Ирĕклĕхне таптани Нарспи чунĕнче хăрушă шухăш тĕвĕлет, çав пĕчĕк хĕлхемрен часах чарса чарайми араслă «пушар» сиксе тухать. Автор Нарспи ĕçне малалла кÿтсе çитнĕ чунпа, шеллесе сăнать: лару-тăрупа ĕç-
пулăмсен ыткăнуллă аталанăвĕ ун аллинчен вĕçерĕннĕ тейĕн, вĕсем хăй еккипе пыраççĕ ĕнтĕ. Кăшт каярахпа Сетнер те çав хаяр ĕçе тума хатĕрленет, анчах та Нарспи ĕлкĕрнĕ иккен. Çавăнпа вара автор икĕ хутчен «вĕлерттерет» Тăхтамана.
Автор сасси пĕтĕмлетекен приговор пек илтĕнет: Пĕтрĕ пĕр чун тĕнчере,
Ĕçĕсемшĕн хупланчĕ. Чăн та ĕнтĕ, Сетнер шухăшпа çеç тăвать çак ĕçе. Апла пулин те сисĕмлĕ вулакан йăлтах ăнланать: автор /тĕп Тÿре!/ çамрăксен ăраскалсăр шăпине чун çывăхне илет, анчах Турă çырнинчен иртме çук. Эпир, вулакансем, шухăшлатпăр та — кунта шухăшламалли вĕçĕ-хĕррисĕр. Тепĕр чухне сăнарсен ĕçĕ-хĕлĕ, вăсен ĕмĕчĕ-тĕллевĕ тавлашу та çуратма пултарать, пĕри пĕрне, тепри тепĕрне кăмăллать. «Тĕрĕс тунă-ши Нарспи?» — текенсем те пур. Е айăплаççĕ ăна теприсем. Эпир чылай чухне тĕплĕн шухăшласа çитереймесĕр, автор шухăшне тарăннăн ăнкарса илмесĕр ăна тÿрлетме пăхатпăр. Малалла вулас...