Комментари хушас

25 Раштав, 2015

Хамăра хамăр улталамастпăр-ши?!

«Литературная газета» страницинчен касса илнĕ сăнÿкерчĕк, Хветĕр Уяр парнеленĕ кĕнекерен сиксе тухнăскер, асăмра юлнă: акăлчан литературин классикĕ Сомерсет Моэм ирех тăнă та /килти халатпа/, календарь çине пăхса «тата тепĕр çуралнă кун çитрĕ-им-ха ĕнтĕ, мур илесшĕ» тет. Пăхсан, çынна пурăнса йăлăхтарнă тейĕн. Çав кун 91 çул тултарнă титан часах çĕре кĕнине пĕлтĕм кăштахран.

Тем чухлĕ нумай пурăнсан та этем пурпĕр каять ку тĕнчерен вăхăт çитсен. Пайăр çын çеç-и, уйрăм-уйрăм наци культурисен ĕмĕрĕ те шутлă иккен, вĕсем те /тĕрлĕ чĕлхесем/ çĕр çине килсе тымар яраççĕ, аталанса чечекленеççĕ, çимĕç кÿреççĕ /паллах, историпе çутçанталăк катаклизмĕсем хупламасан/. Унтан вара наци /этнос/ ÿт-пĕвĕпе ăш-чикĕн хĕрĕвĕ /хевти/ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чакма тытăнать, сивĕнсе пырать. Вара культура ывăнса çитнин паллисем куçа курăнма тытăнаççĕ. Çак туртăм-сулăмсене сăнани-тĕпченине Л.Гумилев кĕнекисенче уçăмлă та туллин çырса кăтартнă. Каçарсамăр та, ай, паллă ăсчах сăнаса пĕтĕмлетнисем хамăрăн паянхи культура аталанăвĕнче те /тăван халăх пурнăçĕн пуренлĕхĕнче эппин/ куçа курăнмаллах «ÿтленчĕç-шим» вара?! Культура вилĕмĕн теорине тĕревлекен тĕслĕх вырăнне пулăпăр-ши? Чăн та, пĕрре пăхсан, чуна канăçсăрлантараканни те, шиклентерекенни те çук пек, мĕншĕн тесен ним пулса иртнине те курмастпăр - пурте хăй еккипе, хăнăхнă йĕрпе тикĕссĕн пырать темелле. Телевизор экранĕпе хаçат-журнал çырни тăрăх та литературăпа искусство, чĕлхе аталанăвĕ «малалла пынине» курсах тăратпăр, илтетпĕр вĕçĕмсĕрех. Малалла вулас...

Юрий АРТЕМЬЕВ,

литература критикĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.