Халăх тарасин виçи

17 Раштав, 2016

— Этем, темле тăрăшсан та, кулленхи пурнăçăн пур енлĕ улшăнăвĕсене сăнаса пыма ĕлкĕреймест: сапаланса каяс хăрушлăх пур. Тен, çавна пулах паян дилетантăнни пек çăмăл алăллă та ăшăх тĕнче курăмлă çынсем чăннипех те хисепе тивĕçлисен вырăнне йышăнас тĕллевпе çине тăма пикенчĕç: пичетре те, пухусенче те вĕсем хăйсем пирки хыттăн кăшкăрса пĕлтереççĕ. Çавсен сăн-пичĕ унта та, кунта та мĕлтлетсе илет. Эстрада юрăçисен хушшинче кама кăна курмастăн. Массăллă культура хăрушлăхĕ пирки-ха сăмахăм. Унăн сарăлса пыракан çум курăкĕ чăн-чăн культура анин çимĕçне хуплать. Манăн политика çинчен сăмахлас кăмăл пачах та çук — телекуравпа радио кунсерен, иртен пуçласа каçчен, Украинăпа аякри Сири çинчен хыпарлани-кăтартни чуна çав тери канăçсăрлантарать. Маншăн, яланах политикăран пăрăнса пурăннă çыншăн, ку уйрăмах йывăр. Паллах, политиксем, влаçри чиновниксем, журналистсем хăйсем мĕн тунине ăнланса ĕçлеççĕ. Анчах малашне те çак сулăнчăк еннелле çав хăвăртлăхпах кайсан эпир хамăр наци культурин çивĕч ыйтăвĕсем çинчен пачах манма пултаратпăр. Кунта чăн малтан литературăпа тĕрлĕ ӳнер тĕсĕсен аталанăвĕн шайĕ-пахалăхĕ /тĕшши/ пирки сăмах пырать. Чăн-чăн ăс-хакăл хуçи пулса тăракан, Турă панă пултарулăхпа ĕçлекен çыравçăсене, ӳнерçĕсемпе музыкçăсене, сцена ăстисене тивĕçлĕ хак паратпăр-и эпир? Çук! Критика çукки те — хăрушла инкек.

Авалтанах килет çирĕпленнĕ ку йăла: йăрăраххисем, сĕмсĕррисем влаç патне пуринчен малтан сукмак хываççĕ. Тĕрлĕрен ятпа награда тăпăлтарса илеççĕ. Халăхра кунашкал ятăн хисепĕ çук. Çак инкекĕн сăлтавĕ — влаçри чиновниксем творчество ĕçченĕсен йышĕнче кам-кам пуррине пĕлменнинчен килет. Ӳнерçĕн, çыравçăн, кĕвĕ-юрă ăстин пултарулăх ĕçĕнче тĕнче искусствин стандарчĕсене /калăпне/ куçран вĕçертмесĕр ĕçлес пулать. Этемлĕх культури эталон вырăнне пулмалла. Тăван халăх чун-кăмăлĕ пăсăк е примитивлă хайлавсене сивлет. Хамăртан хамăр пысăк виçепе ыйтмасан эпир малашне те «пырать пире капла, хамăра кура» тенипе çырлахса пурăнас хăрушлăх куç умĕнчех.

Тăван чĕлхене шкулта ячĕшĕн çеç вĕрентесси патне çитсе тухрăмăр. Çĕнĕ министр Юрий Исаев ку енĕпе татăклă утăмсем тăвасса шанатăп. Наци культурин аталанăвĕнче кашни министрăнах хăйĕн тӳпи пур, çакна халăх тарасин виçи лайăх кăтартать. Сăмахран, çыравçăсемпе тĕл пулса калаçнă самантсенче ЧР культура министерствин çĕнĕ пуçĕ Константин Яковлев творчество интеллигенцийĕ валли пултарулăх каçĕсемпе тĕл пулусем ирттерме пӳлĕм тупас тĕлĕшпе канăçсăрланнине пĕлтерсе савăнтарнăччĕ. Паян çав пӳлĕм пур тенĕ сас-хура çӳрет. Паллах, творчество ĕçченĕсем пархатарлă ĕçшĕн ăна тав тума тивĕçлĕ.

Юрий АРТЕМЬЕВ, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.