Вениамин АРХИПОВ.

4 Авăн, 2017

Çул кирлех

Çул-йĕр ыйтăвĕ çынсене яланах калаçтарнă. Асфальт сарса хытарнă çулсемпе çыхăнтарнă ялсем, хуçалăхсем хăть те хăçан та ăнăçлăрах аталанса пынă. Тĕслĕхрен, çур акинче кирлĕ çунтармалли, сĕрмелли япаласемпе им-çама ака уйăхĕнче кăна уйăрса паратчĕç те пирĕн пек аякра пурăнакансем çул çуккине пула вĕсене кÿрсе килеймесĕрех тăра-тăра юлатчĕç.

2 Çу, 2017

Манăçать йăла-йĕрке

Мана — ватă çынна — паян тăванлăх туйăмĕ, ырă йăла-йĕрке пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Пĕлтĕр çул çинче кÿршĕ ялта пурăнакан пĕр çамрăка тĕл пултăм та калаçу майĕпе ашшĕ сывлăхĕ çинчен ыйтрăм. Вăл мана: «Пурăнать пулĕ-ха, пĕлместĕп, эпĕ унпа хутшăнсах каймастăп», — тесе хуравларĕ. Эпир унăн ашшĕпе — вăрçă ачисем. Нумай çул паллатпăр пĕр-пĕрне. Ывăлĕ ун çинчен урăх калаçасшăнах пулмарĕ. Эпĕ те ытла тĕпчес темерĕм.

5 Çĕртме, 2014

Халсăрсене пулăшаççĕ

Ялта пĕри те тепри ĕçке ернине лавккара эрех-сăра часах сутăнса пĕтнинчен те лайăх пĕлетпĕр. Хакĕ хытах çыртать пулин те пĕрмай унта чупаççĕ.

Йÿççине ĕçсе супнăшăн пĕрисем совет саманине айăплаççĕ. Чăн та, çутти иртнĕ ĕмĕрте чăваш пурнăçне çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Ăна сыпнă хыççăн аташакан пайтахчĕ. Анчах партипе правительство тăмана шÿрпине тутансанах общество вырăнĕнче сĕмпĕлтетсе çÿрекенсене, йĕркене пăсакансене явап тыттарма тăрăшнă: е пайăр ĕçне парткомра, халăх судĕнче, пухура сÿтсе явнă, е пуçлăх ятланă, премисĕр хăварнă, е стена хаçатĕнче вирлĕн питлесе пите хĕретнĕ.