Халсăрсене пулăшаççĕ
Ялта пĕри те тепри ĕçке ернине лавккара эрех-сăра часах сутăнса пĕтнинчен те лайăх пĕлетпĕр. Хакĕ хытах çыртать пулин те пĕрмай унта чупаççĕ.
Йÿççине ĕçсе супнăшăн пĕрисем совет саманине айăплаççĕ. Чăн та, çутти иртнĕ ĕмĕрте чăваш пурнăçне çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Ăна сыпнă хыççăн аташакан пайтахчĕ. Анчах партипе правительство тăмана шÿрпине тутансанах общество вырăнĕнче сĕмпĕлтетсе çÿрекенсене, йĕркене пăсакансене явап тыттарма тăрăшнă: е пайăр ĕçне парткомра, халăх судĕнче, пухура сÿтсе явнă, е пуçлăх ятланă, премисĕр хăварнă, е стена хаçатĕнче вирлĕн питлесе пите хĕретнĕ.