Комментари хушас

5 Çĕртме, 2014

Халсăрсене пулăшаççĕ

Ялта пĕри те тепри ĕçке ернине лавккара эрех-сăра часах сутăнса пĕтнинчен те лайăх пĕлетпĕр. Хакĕ хытах çыртать пулин те пĕрмай унта чупаççĕ.

Йÿççине ĕçсе супнăшăн пĕрисем совет саманине айăплаççĕ. Чăн та, çутти иртнĕ ĕмĕрте чăваш пурнăçне çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Ăна сыпнă хыççăн аташакан пайтахчĕ. Анчах партипе правительство тăмана шÿрпине тутансанах общество вырăнĕнче сĕмпĕлтетсе çÿрекенсене, йĕркене пăсакансене явап тыттарма тăрăшнă: е пайăр ĕçне парткомра, халăх судĕнче, пухура сÿтсе явнă, е пуçлăх ятланă, премисĕр хăварнă, е стена хаçатĕнче вирлĕн питлесе пите хĕретнĕ.

Реформăсен тапхăрĕнче правительство хура такапа кĕрешесси çинчен йышăну кăларнине ас тумастăп. Республика Пуçлăхĕ нарăс уйăхĕнчи тĕл пулăвĕсенче саккуна пăсса спирт хутăшĕ тата суя эрех сутнине сивлесе хытă каларĕ. Анчах унăн сăмахне ял, район шайĕнче питех юплемеççĕ.

Эрех кĕленчи ăшне путнисемпе кĕрешесси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕр ĕçĕ пулмалла пек туйăнать. Анчах ку муниципалитетсен тивĕçĕ мар-ши? Эпир, совет тапхăрĕнче ĕçлесе пиçĕхнĕ ветерансем, çакна ниепле те ăнланмастпăр. Вун сакăр çул тултарман ачасем эрех-сăра лĕрккенине пăхса тĕлĕнетпĕр. Вĕсене кура мăнукăмсем те сентре çинчи пулăштух патне алă тăсма пултараççĕ-çке.

Патшалăх тата муниципалитет органĕсен алкоголизмпа чирлисене пулăшас, сиплес тĕлĕшпе малашне те ĕçлемелле. Пирĕн ялта пĕри темиçе çул ĕçсе этем ретĕнчен тухрĕ. Ăна вилĕмрен çăлассишĕн тухтăр патне телефонпа шăнкăравларăм, пулăшма ыйтрăм. Тухтăрпа медсестра ĕçкĕç патне васкавлăн чупса пымарĕç. «Ăна урăлтарасси медицина ĕçченĕн тивĕçĕ мар», - терĕç. Алкоголика эрех-сăра ĕçме пăрахтарасси хăш органăн тивĕçĕ-ши?

Начарланнăскере çийĕнчех пулăшу параймарăмăр. Юрать-ха, ветерансене пăрахса месерле яла каймарĕ. Икĕ-виçĕ кун вырăн çинче асапланса выртрĕ те тăваттăмĕшĕнче ура çине тăчĕ. «Турра мухтав! - сăмахлакаларĕç пенсионерсем. - Хура така сĕкни урама тухнă. Апла пурăнать...»

Ун пек çынсем ялта питĕ кирлĕ. Ура çинче тăрайми пуличчен куллен ĕçмен чух ветерансене ĕçлесе пама ÿркенмеççĕ. Вĕсем - Мартынкассинче пурăнакансен 17%, ватăсене социаллă пулăшу кÿрекен ушкăн, ял экономикинче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çакна çирĕплетме - темиçе тĕслĕх. Кăçал ялти лавккаран киле тавар кÿмешкĕн, çырмана йăмра хунавĕ йăтмашкăн, ветврач укол тунă самантра ĕне пăркаланасран тытса тăмашкăн çынран пулăшу ыйтма тиврĕ. Хам та, мăшăрăм та - сакăр вунă çула çывхарса пыратпăр, йывăр ĕçлейместпĕр. Пулăшакана тав тума хушнă. Йывăр ĕç мар пулин те тĕкĕ панăскере сăмса хĕреличчен эрех ĕçтертĕмĕр. Начар хăналасан тепрехинче алă тăсса памĕ.

Манăн çемье çеç мар, ялти ветерансем пурте хуçалăхра ăна-кăна тума хайхи ĕçченсенчен ыйтаççĕ. Вĕсем çĕр улми анине сухалама, паранкă лартма, вутă касса ваклама, курăк çулма, яла утă кÿме, ытти вун-вун ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ. Шурă эрех йÿнĕ чухне лавккарипе çеç хăналанă. Вăл хакланнăранпа сăмакуншăн та кăмăллă.

Эпĕ социаллă пулăшăва пĕртте хирĕç мар. Халсăрсене тĕкĕ панăшăн тав тăватăп çеç. Предприяти çук пирки ялта ĕçлеймеççĕ. Пенсионерсем тепĕр чух вăл е ку ĕçшĕн укçан татăлаççĕ. Эрехпе айкашмасан мăшăрĕсемпе ачисем те сивĕ куçпа пăхмĕччĕç. Шел, тепĕр чух ытларах ĕçеççĕ. Ку вара сывлăха пĕтерет.

 Вениамин АРХИПОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.