Валентина СМИРНОВА

22 Утă, 2014

Кашнин шухăшне шута илмелле

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче ĕçлĕ çÿревпе Красноармейски районĕнче пулчĕ, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе, "Красное Сормово" ОООра пăру витин строительствипе паллашрĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ.

16 Утă, 2014

"Чăн юрату упрать пире, чăвашсене..."

Правительство çуртĕнче ĕнер Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанăç кунĕ ячĕпе Чăваш Енĕн ятлă-сумлă çыннисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕç.

9 Утă, 2014

"Туртмастăп, сана та сĕнместĕп..."

Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи "Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиенĕн витĕмĕнчен сыхласси" саккунĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туллин ĕçлесе кайрĕ. Унăн хăш-пĕр статйи маларах вăй илнĕччĕ-ха.

4 Утă, 2014

Аваллăх управçи

...Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕçемĕн сÿтĕлет. Пурнăç çулне аса илчĕ вăл, çитĕнекен ăрăва çар ĕçне вĕрентнине, 18 çул ялти вăтам шкула ертсе пынине пĕлтерчĕ. "Музей директорĕ Ольга Меркурьева тивĕçлĕ канăва каяссине илтрĕм те сывлăх чаплах маррине шута илсе унăн вырăнне куçма шухăшларăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Чун туртнипе, чĕре хушнипе.

Pages