"Чăн юрату упрать пире, чăвашсене..."

16 Утă, 2014

Правительство çуртĕнче ĕнер Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанăç кунĕ ячĕпе Чăваш Енĕн ятлă-сумлă çыннисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕç.

Уяв мероприятине пухăннă мăшăрсенчен кашниех телейлĕ те пуян: вĕсем чылай çул пĕрле пурăнса юратăва упраса, çемье ăшшине сыхласа хăварма пултарнă, пархатарлă ывăл-хĕр çуратса халăха юрăхлă çитĕнтернĕ.

"Сире Раççей тата Чăваш Ен наградисемпе чысламашкăн мана уйрăмах кăмăллă. Ачасене пăхса ÿстересси, таса юратăва упраса хăварасси - чăн-чăн телей кăна мар, пысăк яваплăх та, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă мероприятие уçнă май. - Çемье пархатарĕ яланах хисепре пулнă. Паха çак ене малашне те упраса хăвармалла пирĕн. Чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çемье пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать тесе ахальтен каламан. Çакна хăвăр тĕслĕхĕрпе çирĕплететĕр. Тавах сире çакăншăн".

Республика ертÿлĕхĕ çемье институтне çирĕплетессине тивĕçлипе хаклать. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшать: амăшĕн капиталĕпе тивĕçтерет, çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр уйăрать, уйăхсерен пособи парать тата ытти те. Ахальтен мар-тăр иртнĕ çулта йышлă çемьесен шучĕ 10 процент ÿснĕ. Демографи лару-тăрăвĕ ырă улшăнупа савăнтарать.

"Наградăна тивĕçнисенчен чылайăшĕ йышлă ача çитĕнтернĕ. Чун-чĕре ăшшине тĕпренчĕкĕсене парнеленĕшĕн вĕсене чĕререн тав тăватăп. Залра ларакансен хушшинче паян Улатăр хулинчи чиркÿ настоятелĕпе Андрей Николаевичпа Ирина Васильевна псаломщик та пур. Савенковсем венчете тăнăранпа çирĕм çул çитнĕ. Юратупа тăнăçлăх хуçаланакан çемьере сакăр ача çитĕнет. Сăмах май, йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсем валли Андрей атте пуçарнипе Улатăр чиркĕвĕнче кризис центрĕ йĕркеленĕ, ача кĕтекенсем кунта хÿтлĕх илме пултараççĕ.

Ача сасси янăраса тăракан çемье йышлансан малашлăх тăнăçлă пуласси иккĕлентермест. Сире орден-медаль илнĕ ятпа ăшшăн саламласа юратупа телей сунатăп", - терĕ Михаил Игнатьев наградăсем панă май.

Ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕшĕн тата çемьен ырă йăли-йĕркине упраса хăвармашкăн сумлă тÿпе хывнăшăн Савенковсене /Улатăр хули/ "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа, Григорьевсене /Çĕнĕ Шупашкар хули/, Егоровсене /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медалĕпе чысларĕ.

Çемье институтне тĕреклетмешкĕн сумлă тÿпе хывнă мăшăрсен пысăк ушкăнĕ Чăваш Республикин наградине - "Юратупа шанăçшăн" ордена - тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче Михаил тата Роза Юхмасем те пулчĕç. Хăйсене пысăка хурса хакланăшăн республика Пуçлăхне тав тунă май Роза Ивановна çак ятпа çырнă сăввине вуларĕ. Унта "Чăн юрату упрать пире, чăвашсене" текен йĕрке пур. Чăннипех çапла пултăрччĕ, пысăк юратупа çуралнă тата чунран кĕтнĕ çĕнĕ кайăк пирĕн хутлăхра çултан çул йышлансах пытăрччĕ. Кун пек чухне эпир чăннипех пуян та телейлĕ тата тĕреклĕ.

Уяв мероприятине çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрĕ Лариса Игнатьева, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов тата ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава хутшăнчĕç, чыслава тивĕçнисене ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.