Валентина СМИРНОВА

21 Çу, 2014

Бюджет: тупăш ÿсет, парăм чакать

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ çирĕм пĕрремĕш сессийĕн кун йĕрки чăннипех пуян пулчĕ: депутатсем Чăваш Республикин вун пилĕк саккунĕн проектне тишкерсе иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç, унсăр пуçне тата сакăр ыйту сÿтсе яврĕç.

17 Çу, 2014

Куçса çÿрекен центр пулăшнипе

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата инвалидсен диабет обществин "ДиаС" организацийĕ пуçарнипе Шупашкар хулинчи Республика лапамĕнче "Сахăр чирĕ - сиплеме вăхăт" акци иртрĕ.

30 Ака, 2014

Ватăлма вăхăт çук

"Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа пилĕк çул иртрĕ. Апла пулин те тăван шкула тăтăшах çÿретĕп. Ĕçтешĕмсем чĕннипе кăна та мар, чунăм туртнипе. Пире, аслă ăру çыннисене, кунта яланах хапăлласа йышăнаççĕ.

24 Ака, 2014

Пирус тĕтĕмĕ хакла ларĕ, кафере кăна мар, чарăнура та...

«Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнин юлашкийĕсен витĕмĕнчен сыхласси çинчен» саккун йышăнни - Раççейĕн цивилизациллĕ те сывă пуласлăхĕшĕн тунă пĕлтерĕшлĕ утăм. Тĕрĕссипе, йытă çимен апата çăвара хыпакансем тĕлĕшпе лару-тăру ырă еннелле улшăнни сисĕнет ĕнтĕ.

Pages