Пирус тĕтĕмĕ хакла ларĕ, кафере кăна мар, чарăнура та...

24 Ака, 2014

«Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнин юлашкийĕсен витĕмĕнчен сыхласси çинчен» саккун йышăнни - Раççейĕн цивилизациллĕ те сывă пуласлăхĕшĕн тунă пĕлтерĕшлĕ утăм. Тĕрĕссипе, йытă çимен апата çăвара хыпакансем тĕлĕшпе лару-тăру ырă еннелле улшăнни сисĕнет ĕнтĕ. Çак ыйтăва влаç органĕсем те, общественноç та тивĕçлипе хаклаççĕ. Ĕç вырăнĕнче, бюджет организацийĕсен, патшалăх тата муниципалитет влаçĕн органĕсен пÿлĕмĕсенче туртакансене кураймăн ĕнтĕ.

Çавăнпа пĕрлех пирус мăкăрлантарнине хирĕçлесе федераци саккунĕнче палăртнă мерăсем хальлĕхе хăйсен эффективлăхне кăтартма ĕлкĕреймерĕç-ха. Чару мелĕсемпе пĕрлех социаллă рекламăпа, табак туртнин сиенне уçăмлатассипе, халăха пĕлтерессипе, медицинăн туртассине сивлес тĕллевлĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе, çул çитмен çамрăксене пирус сутассине чикĕлессипе çыхăннă программăсем хатĕрлесе пур енлĕн кĕрешме тытăнмалла.

Çÿлерех асăннă саккунра палăртнине пурнăçа кĕртмелли ыйтусене сÿтсе яврĕç регионсен хушшинчи семинара Чăваш Ен тĕп хулине Мускав хулинчен, Мари Эл, Мордва, Тутарстан республикисенчен, Киров, Ульяновск облаçĕсенчен пухăннă хастарсем иртнĕ эрне кун. Ăна Чăваш Ен социаллă тата культура программисене пулăшакан фонд пуçарнипе йĕркеленĕ. Сывлăх сыхлавĕн организацийĕсен, влаçăн ĕç тăвакан органĕсен представителĕсем табака хирĕçлекен саккуна ĕçе кĕртес енĕпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Ĕçлĕ калаçăва уçнă май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова табак туртни медицина ыйтăвĕ кăна маррине, вăл социаллă сĕмлĕ пулнине палăртрĕ. Сиенлĕ йăлана пула пирус мăкăрлантаракансемсĕр пуçне вĕсен тĕтĕмĕпе сывлакансем те нушаланаççĕ вĕт. Тĕрĕссипе, кун пек чухне вĕсен сывлăхĕ ытларах та хавшать. Раççейре табак туртнипе чире кайса çуллен 300-500 пин çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Вăл бронхсене, чĕрепе юн тымарĕсене хавшатать, ÿпкен усал шыççине пуçарать.

Шел те, хальхи саманара пирус серепине çамрăклах çакланакан йышлă. Çакна шута илсе унпа çитĕннисем хушшинче кăна мар, çул çитменнисен йышĕнче те вирлĕн кĕрешмелле.

Ку енĕпе пирĕн хутлăхра кăтартуллă ĕçленине палăртмасăр иртме çук. Чăваш Ен - Раççей Федерацийĕн табака хирĕç программине чи малтан пурнăçа кĕртме пикеннĕ регионсенчен пĕри. Сиенлĕ йăлапа общество юхăмĕ те пуçаруллă кĕрешет, вăл чару мелĕсемпе усă курнипе пĕрлех сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине тивĕçлипе хаклать.

Пируса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн коллективĕ чи малтан сивлерĕ. Сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев туртмасть, пурнăçăн пуçаруллă йĕркине тытса пырать тата хăйĕн тĕслĕхĕпе сиенлĕ йăлапа çыхăннă лару-тăрăва ырă еннелле улăштарма май пуррине çирĕплетет.

Потребитель обществисен пĕтĕм тĕнчери конфедерацийĕн правленийĕн председателĕ, Раççей Сывлăх сыхлав министерстви çумĕнчи табак туртнипе кĕрешекен координаци канашĕн членĕ Дмитрий Янин çирĕплетнĕ тăрăх - 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци саккунĕн табака хирĕçле уйрăмах эффективлă мерисем вăй илеççĕ: ресторансенче пуринче те туртмалли ятарлă зонăсене пĕтереççĕ. Пуйăссенче те мăкăрлантарма май килмĕ, инçете çÿрекеннисен техника тамбурĕ хальлĕхе туртмалли вырăн шутланать тăк çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çапла тума юрамасть. Хăна çурчĕсем те пирус тĕтĕмĕнчен ирĕклĕ хутлăх пулса тăрĕç.

«Федерацин «табак туртнине хирĕçле» саккунĕ хăйсен прависемпе ирĕклĕхне чикĕлет тесе шухăшлакансен çакна асра тытмалла: алкоголь тата пирус - ирĕклĕх мар, пăхăнса пурăнни кăна, - палăртрĕ Дмитрий Дмитриевич. - Çак мерăсене шухăшласа тупакансем ăссăр çынсем мар. Туртакансен йышĕн 5-7 проценчĕ вĕсем çине тăнипе çуллен сиенлĕ йăларан хăтăлма вăй-хал тупать. Енчен те куллен пĕр курупка сигарет пĕтернĕ çын унăн çуррийĕпех çырлахма хал çитерет тĕк пирусран уйрăлас шанăç ун пеккин пысăк, пурнăçĕ тата 10 çул ытларах тăсăласси те иккĕлентермест».

Экспертсем палăртнă тăрăх - табак туртакансем сывлăх сыхлавĕн ахаль те çăмăл мар тиевне татах йывăрлатаççĕ. Пируспа туслă 44 млн çын медицина учрежденине лекмĕ тесе çирĕплетме камах пултартăр. Вăхăт иртнĕ май унашкаллисене сиплевĕн пахалăхлă пулăшăвĕпе тивĕçтерме каякан тăкак ÿссе пырĕ.

Никотин этем сывлăхне майĕпен аркатать, вун пилĕк çул мăкăрлантарнă хыççăн тĕтĕм-сĕрĕм айнех лекме пулать. Раççей халăхĕ табак серепине йышлăн çакланнă самантран шутлама тытăнас тăк 2020 çул тĕлне çĕр-шывăн туртакан пĕр миллион çынна харăсах сиплеме тивĕ.

Аслă Британире табак кÿрекен сиене тĕплĕн шутланă, çавна май мăкăрлантараканăн медицина страховки туртман çыннăннипе танлаштарсан хакла ларать, пенсийĕ валли вара сахалрах пухма тивет, мĕншĕн тесен çав укçана тÿлемелли тапхăр уншăн кĕскерех - тивĕçлĕ канура вăл 20 çул пурăнайĕ-и?

Хальхи вăхăтра виçĕ çĕр-шывра - Беларуçре, Казахстанра тата Раççейре - сигарет курупкисене илĕртмĕшсемпе - инçетри çул-çÿреве йыхравланипе, тĕрлĕ капăрлатмăш /тĕслĕхрен, страза/ вырнаçтарнипе - илемлетме чарассишĕн кĕрешеççĕ. Çакнашкал чĕркеме хĕр ачасене астарма ятарласа кăлараççĕ иккен.

Малашне сигарет курупкисем çинче табак сиенне сăнлакан хăрушă ÿкерчĕксем пулĕç.

Дмитрий Янин Чăваш Республикинче пурăнакан граждансен пирус тĕтĕмĕпе вараланман таса сывлăшпа усă курмалли прави мĕнле пурнăçланнине полицин участокри инспекторĕсем тата Роспотребнадзор специалисчĕсем çирĕп тĕрĕслесе тăрасса шаннине пĕлтерчĕ. «Нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсенче тĕтĕм-сĕрĕм мăкăрланмĕ. Пуйăссенче туртакан пулмĕ. Йĕркене пăхăнманнисене штраф тÿлеттерме тытăнчĕç ĕнтĕ, апла тăк полицейскисем протокола мĕнле йĕркелемеллине хăнăхаççĕ. Эпир те таса сывлăшпа тата паха сервиспа киленме тытăнăпăр», - терĕ вăл шухăшне пĕтĕмлетсе.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнчи табак туртнипе кĕрешекен координаци канашĕн ертÿçин çумĕ, «Чăваш Ен» фонд президенчĕ Михаил Федотов семинара хутшăннисене «Чăваш Ен - пирус тĕтĕмĕнчен ирĕклĕ хутлăх» - табака хирĕçле саккуна ĕçе кĕртнине тата ăна пурнăçланине Чăваш Республикин тĕслĕхĕпе кăтартса пани» социаллă пĕлтерĕшлĕ проектпа паллаштарчĕ.

Сăмах май, федераци саккунĕ Раççей субъекчĕсене халăх йышлă çÿрекен çĕрте пирус туртассине чарас тĕлĕшпе хушма вырăнсем палăртмашкăн пуçласа ирĕк панă. Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен общество организацийĕн председателĕ Ольга Зайцева çакăнпа усă курса хамăр хутлăхри район-хулари общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче пирус туртма чармашкăн сĕнÿ пачĕ.

Семинара хутшăннисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнине тивĕçлипе хакласа табакпа кĕрешес ыйтусемпе пĕрлехи сĕнÿсем хатĕрлеме, партнер хутшăнăвĕсене малалла тăсса федерацин Атăлçи регионĕсен представителĕсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕсене тăтăшах йĕркелеме калаçса татăлчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.