Теплица çĕкленет
Раççей ял хуçалăх банкĕ 18 çул Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлет. Çак вăхăтра республикăри экономикăна аталантарма 63 млрд тенкĕ ытла укçа хывнă, вĕсенчен 70 процентне — агропромышленноç комплексне аталантарма. Çавăн пекех асăннă банк Чăваш Енри 130 ытла инвестици проектне пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшнă.