25 çул пĕр чăмăрта

1 Чÿк, 2017

Иртнĕ эрнере, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн X Аслă пухăвĕ иртрĕ. <...> Аслă пуху Раççей тĕрлĕ регионĕнчен тата чикĕ леш енчи çĕршывран килнĕ 285 делегатпа 160 хăнана пуçтарчĕ.

Пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу

Аслă Пухуччен маларах, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче, регионсенчи тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисене тата чăваш хастарĕсене Правительство çуртĕнче йышăнчĕç. Вĕсемпе тĕрлĕ отраслĕн министрĕсем тĕл пулчĕç, тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç. Сăмах май, юлашки пилĕк çулта чăваш культура пĕрлĕхĕсен шучĕ çĕршыври 34 регионта 90-ран 120 яхăн çитнĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ял хуçалăхĕнчи улшăнусемпе паллаштарчĕ. <...> Раççей регионĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси, йăла-йĕркене аталантарасси тата кадрсемпе ĕçлесси çинчен ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев калаçрĕ. <...> ЧР культура министрĕ Константин Яковлев туризма аталантарассипе регионсенчи чăваш хастарĕсемпе уйрăмах тĕллевлĕ ĕçлемеллине каларĕ. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов чăваш хаçат-журналĕ аякри тăвансен туйăмне сÿнме паманнине пĕлтерчĕ.

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Аслă пуху уçăличчен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци музейĕнче чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ĕçне пысăк хак пачĕ. <...>

Пурнăçланнă ĕçсем, ĕмĕт-тĕллев…

Конгресăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн президенчĕ Николай Угаслов доклад турĕ. «25 çул хушшинче Чăваш наци конгресĕ чылай ĕç пурнăçларĕ, — терĕ вăл. — Тĕнче тăрăх сапаланнă чăваш халăхне пĕрлештерме пултарчĕ. Халĕ Акатуй та республикăра çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртет. Мускавран Крыма çитрĕ, кăçал вара Байкал кÿлли хĕрринех». Чăвашлăха аталантарма нумай мероприяти иртет, анчах ЧНК çителĕклĕ ĕçлет тесе калама иртерех. Çавна май Николай Угаслов тĕрлĕ сĕнÿ пачĕ. Чăвашлăх ялта тытăнса тăнине шута илсе унта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемеллине, фермер хуçалăхĕсем туса илекен тавара вырнаçтарас, упрас тĕлĕшпе конкретлă ĕçсем тумаллине, районсенче çĕнĕ предприятисем уçмаллине, «Таса шыв» программăна ĕçлеттермеллине, çĕнĕ клубсемпе шкулсем, çул-йĕр тăвассине палăртрĕ. Çавăн пекех пурнăçлайман ĕçсене те тишкерчĕ: республикăри çыравçăсен союзĕсене пĕрлештерме май килмен, ача сачĕсенче фольклор ушкăнĕсем йĕркелеймен. Малашне чăваш чĕлхи урокĕсен сехечĕсене сыхласа хăвармаллине, электронлă учебниксем хатĕрлемеллине палăртрĕ. Ачана тăван чĕлхене юратма вĕрентесси ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ те. «Тымар çирĕп пулмасан йывăç ÿсмест», — терĕ Николай Федорович.

Доклада сÿтсе явакансем вĕрентÿ ĕçĕнче тăван чĕлхене тивĕçлĕ вырăн парас, Атăлпа Урал хушшинчи тата тĕнчери халăхсемпе çыхăнса ĕçлес енĕпе вăй хумаллине палăртрĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ регионтан килнĕ йăхташсем хăйсен çивĕч ыйтăвĕсене те хускатрĕç. Сăмахран, Пушкăртстанри Çтерлĕри педагогика институтĕнче чăваш чĕлхи уйрăмĕ хупăннă. Ăна çĕнĕрен йĕркелеме пулăшу ыйтаççĕ. Тутарстанран килнĕ Ирина Трифоновăна ача сачĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмешкĕн программа çукки кулянтарать. Савăнăçлă хыпарсем те пур: Тюмень патшалăх университет çумĕнче ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме пуçланă. Хальлĕхе 39-ăн çырăннине пĕлтерчĕ Ираида Маслова. Чăвашлăха упрас тĕлĕшпе Иркутск облаçĕ те хастар ĕçлени курăнать. Çак енĕпе тĕрлĕ проект пурнăçланнине палăртрĕ вырăнти «Юлташ» наци культура автономийĕн ертÿçи Вероника Тимофеева. Пушкăртстан чăвашĕсем Шупашкара турист маршручĕ уçнă.

Виталий Станьял 25 çул хушшинче халăх чăмăртанса çитнине каларĕ. Ку тĕлĕшпе ЧНК витĕмĕ пысăк. Анчах йывăрлăхсем те куç умĕнчех: вак халăхсен чĕлхисем пĕтес хăрушлăх пур. Çак тĕлĕшпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата регион пуçлăхĕсем патне çыру çырма, чăваш наци энциклопедине кăларма сĕнчĕ Виталий Петрович. Сăмах май, ЧНК ĕçĕ-хĕлĕ пирки нумаях пулмасть «Чăваш наци конгресĕ 1992-2017 çулсем» кĕнекен пĕрремĕш томĕ тухнă. Çитес çул Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май Тутарстанри Кăнна Кушки ялне турист маршручĕ уçма сĕнчĕç йăхташăмăрсем.

Чăн та, чăваш хастарĕсене нумай ыйту канăç памасть. Тăван халăх пуласлăхĕшĕн пурте кар тăрса ĕçлесен çеç çак ыйтусене татса пама май пулĕ. Пĕччен сурсан типсе пырать, халăх сурсан кÿлĕ пулать.

Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угасловах суйларĕç. Çав кунах ЧНК X Аслă пухăвĕ çĕнĕрен суйланă Мăн Канаш ЧНК тытăмĕсене çирĕплетрĕ. Тулли верси...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.