Комментари хушас

20 Раштав, 2017

Чăвашлăха аталантаракан «Энĕш»

Куславкка районĕнчи Карачри культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Энĕш» ансамбль пултарулăхĕпе тĕрлĕ уявра пĕрре мар паллашнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, кун-çулĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе хальхинче ятарласа çула тухрăм.

Юрă-кĕвĕ ĕмĕрне тăсакансем

«2004 çулта пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем пуçтарăнтăмăр та фольклор ушкăнĕ пуçарма шут тытрăмăр, — аса илет иртнине клуб ертÿçи Любовь Краскова. — Ун чухне пире ял-йыш пысăк пулăшу кÿчĕ. Çи-пуç çукран ăна ял çыннисенчен пуçтартăмăр, чалман, саппун çĕлеттертĕмĕр. Ватă çынсенчен хамăр тăрăхри юрăсене çырса илтĕмĕр. Çапла майпа авалхи юрă-кĕвĕ ĕмĕрне тăсрăмăр». Сăмах май, «Энĕше» çÿрекенсем ку тĕлĕшпе паян та ĕçлеççĕ.

Ансамбле маларах Любовь Порфирьевна ертсе пынă пулсан, паян вара — Наталья Краснова. Вăл ку ĕçре 3 çул тăрăшать. «Культурăна аталантарас, чăвашлăха упрас тĕлĕшпе çÿретпĕр «Энĕше». Унта ватти-вĕтти хутшăнать. Сакăр теçеткене çывхаракансем те, шкул ачисем те пур пирĕн ушкăнра. Ара, хамăр йăла-йĕркене, юрра-кĕвве çамрăксене вĕрентсе хăвармаллах пирĕн. Унсăр авалхипе пуласлăха çыхăнтаракан сăнчăр татăлать», — терĕ Наталья Алексеевна.

Çапла, тÿлевсĕр ĕçре чун туртнипе çеç вăй хума пулать. Чăвашлăха юратакансем çÿреççĕ фольклор ушкăнне. Эрнере пĕр хутчен пуçтарăнаççĕ артистсем. Арçынсем çукпа пĕрех кунта. Юрать, купăсçă пур. Юрий Гаврилов хут купăсне тăсса ярсан юрламасăр, ташламасăр мĕнле чăттăр чун?

Ял культурине аталантарма пуçарнă ятарлă проектпа Карачсем 2012 çулта сцена тумтирĕсем çĕлеттернĕ. Тепĕр çултан купăслă пулнă. Кăçал вара Василий Семенов фермер вĕсене параппан парнеленĕ. Çи-пуç тенĕрен çакна палăртмалла: капăрлăхсене сутăн илекен те, хăйсем ăсталакан та пур. Любовь Порфирьевна вара ватă кукамăшĕн хушпуне тăхăнать. Вăл 1800 çулта тунăскер.

«Энĕш» ушкăн 2010 çулта «халăх» ятне тивĕçнĕ. Кăçал «Иксĕлми çăл куçсем» радиоконкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Нимĕç кукăльне мĕнле пĕçермелле?

Районти, республикăри мероприятисене хутшăнса чылай Хисеп хучĕ, диплом илме т и в ĕ ç н ĕ а н с а м б л ь . У н с ă р пуçне ялта йĕркелекен пур уява та хутшăнаççĕ вĕсем. Акă кăçал Василий Семенов фермер пуçарăвĕпе «Чăваш апат-çимĕçĕ» фестиваль ирттернĕ. Малалал вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.