Теплица çĕкленет

7 Нарăс, 2018

Раççей ял хуçалăх банкĕ 18 çул Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлет. Çак вăхăтра республикăри экономикăна аталантарма 63 млрд тенкĕ ытла укçа хывнă, вĕсенчен 70 процентне — агропромышленноç комплексне аталантарма. Çавăн пекех асăннă банк Чăваш Енри 130 ытла инвестици проектне пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшнă.

Раççей ял хуçалăх банкĕ ытларах АПК организацийĕсемпе тата ял çыннисемпе тачă çыхăну тытни паллă. «Ренова» компани Чăваш Енре кăçал юпа уйăхĕнче хальхи технологипе хăпартакан теплица комплексне хута ямалла. Проект хакĕ — 6 млрд тенкĕ ытла. «Пахча çимĕç çитĕнтернĕ çĕрте энергие перекетлекен технологипе усă курма тытăнĕç», — терĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн правленийĕн председателĕн заместителĕ Оксана Лут журналистсемпе тĕл пулнă май.

Рубрика: 

Комментари хушас