Светлана САДЫКОВА

29 Çу, 2015

“Ачалăх алăкĕ" хупăнчĕ

Тутар Республикинчи Анат Кама хулинчи чăвашсен 34-мĕш гимнази-интернатра юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вунпĕр класс пĕтернĕ 13 çамрăка валли питĕ пысăк уяв туса парса вĕрентекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем вĕсене çĕнĕ пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма ăнăçу сунчĕç.

26 Çу, 2015

Вăй - пĕрлешÿре

Тутарстанра «Президентпа пĕрле» обществăлла центр питĕ тухăçлă ĕçлет. Вăл тĕрлĕрен форумсем, ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркелет. Форумсен ĕçне мĕнпур районти обществăлла организацисем хутшăнаççĕ. Вĕсенче республикăна аталантарас ыйтусене сÿтсе яваççĕ, тĕрлĕ проект-программăна тишкереççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Çавăн пек майпа республикăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн проектне туса хатĕрленĕ. Проекта ТР Патшалăх Канашĕ кăçалхи май уйăхĕнче йышăнма палăртнă.

3 Пуш, 2015

Вăл - ашшĕ те, амăшĕ те

Хĕрарăм пĕччен темиçе ача ÿстерни çинчен каласа çынна тĕлĕнтерес çук. Кун пек тĕслĕх юнашарах темĕн чухлĕ. Анчах та арçын пĕччен ачисене пăхса пурăнни, паллах - сайра. Темиçе ача пулсан - уйрăмах та.

Pages