Мĕн акатăн, çавна вырса илетĕн
Ахальтен каламаççĕ, паллах, «Çын çуралать кăна-ха - тÿпере унăн малалли пурнăçне çырса та хунă», - тесе.
Елизавета Павловăн та шăпине çапла çырнă пулĕ, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасемпе çыхăнтарнă - Чистайри педагогика училищинчен 1983 çулта вĕренсе тухнăранпах шкулта ĕçлет. Училищĕпе кăна çырлахман-ха вăл, куçăн мар майпа институтран ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илнĕ.
Елизавета Владимировна 32-мĕш çул Тутар Республикинчи Аксу районне кĕрекен Çĕнĕ Тимушкелри шкулта кĕçĕн классене ертсе пырать. Çав вăхăтрах аслăрах классенче вĕренекенсене чăваш чĕлхипе литературине хаклама, юратма хăнăхтарать. Малалла вулас...
Комментари хушас