Светлана САДЫКОВА

1 Ака, 2016

Халăхшăн тăрăшса пуçлăхсене йăлăхтарсах çитерет

Тутарстанри Элмет районĕ туллă та сăртлă, çапах нумай вăрманлă тăрăхра вырнаçнă пулсан Чăваш Сиреньел ялĕ вара уй-хирлĕ те юханшыв таврашĕнче тĕпленнĕ.

Паян та тав тăваççĕ

Халап-юмах тарăх, XVII ĕмĕрте виçĕ старик хăйсем валли пурăнмашкăн вырăн шыраса çÿренĕ. Сирень ятлине пысăках мар вăрманлă, юханшывлă та тикĕс вырăн килĕшнĕ. Çапла Сиреньел ялĕ пулса кайнă. Çак хитре вырăна чăвашсем те куç хывнă имĕш. Пурăнма пуçланă. Пĕчĕк йывăç çуртсем лартнă. Йĕри-тавра ирĕклĕ вырăн çителĕклĕ пулнă тырпул туса илме пуçланă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ.

2 Нарăс, 2016

Шкулта чăвашлăх валли вырăн хĕсĕнет

Пĕлтĕр Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕ «Чи лайăх чăваш шкулĕ» конкурс пуçарчĕ. Асăннă конкурса хутшăнмашкăн республикăри темиçе районтан чăваш шкулĕсем заявкăсем пачĕç.

19 Кăрлач, 2016

Унăн картинисенче - иртнĕ ĕмĕр пурнăçĕ

Кăрлач уйăхĕнче Тутарстанри халăхсен Туслăх çуртĕнче Чăваш Ен ÿнерçин куравĕ ĕçлерĕ: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнер искусствипе методикин кафедра пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Смирновăн пултарулăхне курса киленме май пулчĕ.

Педагогика наукисен докторĕн ĕçĕсем хăйнеевĕрлĕ. Куравра Наталья Борисовна юлашки çулсенче çырнă ĕçĕсене тăратнă. Н.В.Овчинников профессора халалланă Раççей шайĕнчи I пленэрне тата Сĕнтĕрвăрри хулинче кăçал çулла иртнĕ Чăваш Ен хĕрарăм ÿнерçисен "Мир цвета глаз женщины" VI пленэрне хутшăннă ĕçĕсене илсе килнĕ.

2 Авăн, 2015

Ачасене килĕшнĕ

ТР Вĕрентÿпе наука министерстви кăçал Çÿлту районĕнче "Костер" ача-пăчасен сывлăхпа вĕрентÿ центрĕнче тĕрлĕ халăх ачисем валли кану сменисем йĕркелерĕ. Пирĕн чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем те пĕр эрне хырлăх вăрманĕнче канчĕç.

19 Çурла, 2015

Сасă юрăçа çеç мар, çар çыннине те кирлĕ

Тутарстан Республикинчи Чăваш наци культура автономийĕн Кама леш енчи полномочиллĕ представителĕ Анатолий Петрович Молоствов генерал-майор августăн 22-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Pages