Ачасене килĕшнĕ
2 Sep, 2015 | Культура

ТР Вĕрентÿпе наука министерстви кăçал Çÿлту районĕнче "Костер" ача-пăчасен сывлăхпа вĕрентÿ центрĕнче тĕрлĕ халăх ачисем валли кану сменисем йĕркелерĕ. Пирĕн чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем те пĕр эрне хырлăх вăрманĕнче канчĕç. Канса савăннисĕр пуçне вĕсем кунта тăван культурăпа чĕлхине те тарăнрах вĕренчĕç.

19 районтан килнĕ 68 чăваш ачипе лагерьте Анат Камăри 34-мĕш / гимнази вĕрентекенĕсем ĕçлерĕç. Аслă категориллĕ педагогсем Татьяна Леонтьевăпа Люд­мила Ильгузина тата ÿнер искусствине вĕрентекен Марина Чугайнова эрне тăршшĕпе ачасемпе чăваш чĕлхипе литературин уро­кĕсене, мастер-классем, тĕрлĕ тестсемпе тренингсем ирттерчĕç. Вĕсем каланă тăрăх - ачасем хăйсен пул­тарулăхĕпе, тавракурăмĕпе савăнтарнă, тăван чĕлхене, юрра-ташша, наци культурине лайăх пĕлнипе палăрнă ыттисен хушшинче. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен лагерьте чă­ваш чĕлхипе литература олимпиадисенче палăрнă ачасем канчĕç.

Пултаруллă ачасем валли йĕркеленĕ çакăн йышши кану пĕлтĕр Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче пул­нăччĕ. Чăваш ачисем валли ятарласа И.Я.Яковлев çу­рал­нă ялта лагерь уçнăччĕ. Шел те, кăçал вырăна улăштарнă. Çакă, паллах ĕнтĕ, пĕрре те вырăнлă пулса тухмарĕ. Ведомствăра ăна кризиспа тата укçа-тенкĕ перекетлессипе сăлтавлаççĕ. Тен, вăхăтлăха кăна? Шанас килет.

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Светлана САДЫКОВА