Унăн картинисенче - иртнĕ ĕмĕр пурнăçĕ

19 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕнче Тутарстанри халăхсен Туслăх çуртĕнче Чăваш Ен ÿнерçин куравĕ ĕçлерĕ: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнер искусствипе методикин кафедра пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Смирновăн пултарулăхне курса киленме май пулчĕ.

Педагогика наукисен докторĕн ĕçĕсем хăйнеевĕрлĕ. Куравра Наталья Борисовна юлашки çулсенче çырнă ĕçĕсене тăратнă. Н.В.Овчинников профессора халалланă Раççей шайĕнчи I пленэрне тата Сĕнтĕрвăрри хулинче кăçал çулла иртнĕ Чăваш Ен хĕрарăм ÿнерçисен "Мир цвета глаз женщины" VI пленэрне хутшăннă ĕçĕсене илсе килнĕ.

Наталья Смирновăн кашни картини чуна тыткăнлать. Вĕсенче - иртнĕ ĕмĕр пурнăçĕн сăнарĕсем. Сăмахран, чăваш ялĕ, йывăçпа эрешленĕ çуртсем, пÿрт умĕ, Атăл тата... Пĕтĕмĕшле илсен, Смирновăн ĕçĕсенче тĕнчери улшăнса тăракан сăнарсене курма пулать.

Курава уçмашкăн Тутарстанри тата Чăваш Енри паллă ÿнерçĕсем хутшăнчĕç. Наталья Борисовнăна ăшă сăмахсем каласа Тав хучĕ пачĕç.

Тутарстанри халăхсен Туслăх çуртĕнче Чăваш ÿнерçисен çакăн пек куравĕсем малашне те иртĕç.

Светлана САДЫКОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: