Вăй - пĕрлешÿре
26 May, 2015 | Культура

Тутарстанра «Президентпа пĕрле» обществăлла центр питĕ тухăçлă ĕçлет. Вăл тĕрлĕрен форумсем, ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркелет. Форумсен ĕçне мĕнпур районти обществăлла организацисем хутшăнаççĕ. Вĕсенче республикăна аталантарас ыйтусене сÿтсе яваççĕ, тĕрлĕ проект-программăна тишкереççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Çавăн пек майпа республикăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн проектне туса хатĕрленĕ. Проекта ТР Патшалăх Канашĕ кăçалхи май уйăхĕнче йышăнма палăртнă.

- Пурнăçра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Çавăнпа общество организацийĕсен шухăшĕсене, идейисене шута илни питĕ вырăнлă, - тет «Президентпа пĕрле» центр ĕçне хастар хутшăнакан ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Яковлев. - Çавăнпа «Президентпа пĕрле» обществăлла юхăма халăх хушшинче анлăн сарас тĕллевпе ĕçлетпĕр. Çапла, вăй - пĕрлешÿре.

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан

Светлана САДЫКОВА