С.СЕРЕГИН
Ултă кашкăр тытнă
Йĕпреç районĕнчи «Рассвет» АУО сунарçи Леонид Михайлов ертсе кайнă 20 яхăн акарçăран тăракан ушкăн Вăрнар районĕнчи Чăрăш Ишек ялĕ патĕнчи вăрманта кăрлачăн 30-мĕшĕнче - 3 кашкăр, тепĕр кун 4-мĕшне тытнă.
Çавăн пекех хастар кайăкçăсем иртнĕ уйăхра Йĕпреç районĕнчи Юнтапа ялĕн çывăхĕнчи вăрманта тата Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр ялĕн таврашĕнче 1-ер кашамана «капкăна çаклатнă».
Браконьерсене иртĕхме чармалла!
Федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Чăваш Енри биологи пуянлăхне упрассипе канашлу ирттернĕ. Право йĕркине тата çутçанталăка хÿтĕлекен органсен ертÿçисем пулă ресурсне ытлашшипех пĕтерекен браконьерсемпе еплерех кĕрешмеллине, вĕсем саккуна ан пăсчăр тесе мĕн тумаллине сÿтсе явнă.
Ăслăлăх конференцийĕ иртнĕ
ЧР Наци библиотекинче «Çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен биотĕрлĕлĕхне тĕпчесси» ыйтупа Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна «Сăрçи» заповедника йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалларĕç.
Унăн директорĕ Евгений Осмелкин нумай регионтан пухăннисене усравлăх талккăшри чĕрчун хутлăхĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлес тĕлĕшпе учреждени коллективĕ пурнăçлакан ĕçсем, унăн умĕнчи тĕллевсем çинчен каласа пачĕ.
Чăваш Ен таварĕсене пысăка хурса хакланă
Октябрĕн 8-11-мĕшĕсенче Мускаври пĕтĕм тĕнчери «Крокус Экспо» курав центрĕнче Раççейри вунçиччĕмĕш «Ылтăн кĕркунне-2015» агропромышленноç куравĕ иртнĕ.
Унта республикăри 20 предприяти 53 тĕрлĕ продукци кăтартнă. «Юрма» агрохолдинг, «Ольдеевская» агрофирма, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «АККОНД» общество хăйсен инвестици проекчĕсемпе, çавăн пекех республикăн хăмлапа çĕрулми отраслĕн ÿсĕмĕсемпе паллаштарнă.