Браконьерсене иртĕхме чармалла!
25 Dec, 2015 | Пулса иртни

Федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Чăваш Енри биологи пуянлăхне упрассипе канашлу ирттернĕ. Право йĕркине тата çутçанталăка хÿтĕлекен органсен ертÿçисем пулă ресурсне ытлашшипех пĕтерекен браконьерсемпе еплерех кĕрешмеллине, вĕсем саккуна ан пăсчăр тесе мĕн тумаллине сÿтсе явнă.

«Пулă тытмалли йĕркене федераци саккунĕсемпе, Раççей Президенчĕн указĕпе, Правительство йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ, - тенĕ Г.Федоров. - Сăр юханшывĕ çинче çуллен кăрлач-нарăс уйăхĕсенче усă курма ирĕк паман хатĕрсемпе пулă нумай тытса çутçанталăка сăтăр пайтах кÿреççĕ. Атăл-Каспи пулă хуçалăхĕн бассейнĕнче ăна тытмалли йĕркене пĕчĕк юханшывсенче кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен кирек хăш пулла та тытассине йĕркелесси çинчен ятарлă пункт кĕртсе патшалăха сиен кăтартма чарасси - пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çак пуçару проектне республикăн Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе тачă çыхăнса хатĕрлемелле. Министрсен Кабинечĕн ăна Раççей Ял хуçалăх министерствине ярса памалла».

Çутçанталăка хÿтĕлекен Шупашкар прокурорĕ Дмитрий Викторов кăçал биологи пуянлăхне тăкак кăтартнăшăн административлă ĕç пуçарса 300 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме, браконьерсенчен 650 кг пулă тата 24 транспорт хатĕрĕ туртса илнине, уголовлă 3 ĕçпе саккуна пăснисене явап тыттарнине пĕлтернĕ.

Браконьерсемпе лайăхрах кĕрешес тĕллевпе раштав вĕçĕнчен пуçласа «Юрашан» операци пуçлама калаçса татăлнă.

С.СЕРЕГИН.

С.СЕРЕГИН