Ăслăлăх конференцийĕ иртнĕ
17 Ноября, 2015 | Ял хуçалăхĕ

ЧР Наци библиотекинче «Çутçан­талăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен биотĕрлĕлĕхне тĕпчесси» ыйтупа Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна «Сăрçи» заповедника йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалларĕç.

Унăн директорĕ Евгений Осмелкин нумай регионтан пухăннисене усравлăх талккăшри чĕрчун хутлăхĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлес тĕлĕшпе учреждени коллективĕ пурнăçлакан ĕçсем, унăн умĕнчи тĕллевсем çинчен каласа пачĕ.

Елена Шубницина Коми Республикинчи «Югыд Ва», Юрий Татарских «Чăваш вăрманĕ», Олег Иметхенов Байкал тăрăхĕн крайĕнчи «Алханай» наци паркĕсемпе, Наталья Чернова Усть-Ленин заповедникĕн сыхлав зонинчи Çĕнĕ Çĕпĕр утравĕсен тăрăхĕнчи ихтифаунăпа, тĕпчевçĕсен пысăк ушкăнĕ çĕршыври ытти заповедникпе тата наци паркĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсен доклачĕсене маларах «Сăрçин» наука ĕçĕсен пуххинче пичетлесе кăларнă.

С.СЕРЕГИН.

С.СЕРЕГИН