Порфирий АФАНАСЬЕВ

8 Нарăс, 2017

Пирĕн чыс, пирĕн мухтав

— Кам вăл сирĕншĕн Николай Угаслов. — Хулаçырми ялне пырса кĕрсенех ыйтрăм çак ял администрацийĕн пуçлăхĕнчен Сергей Салифановран.

— Николай Федорович вăл — пирĕн чыс, пирĕн мухтав, — пĕр кĕттермесĕр хуравларĕ Сергей Ананьевич. — Яла чăваш артисчĕсем килсен ăна тав туса пĕтереймеççĕ. Ĕçленĕ, тăрăшнă, вăй хунă пирĕн ентеш, çавăнпа ырă ята тивĕçнĕ те. Çуралнă ялта тăтăшах пулать, çывăх тăванĕсем тахçанах çук пулин те хăйне пурнăç панă сăваплă çĕре манса каймасть. Чунĕ калама çук ырă унăн, сăмахĕ уçăмлă та çирĕп.

15 Кăрлач, 2016

Твардовский чĕртнĕ пултарулăх

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче вырăссен талантлă поэчĕн Александр Твардовскин "Василий Теркин" поэми чăвашла тепĕр хут пичетленсе тухрĕ. Ăна хамăрăн паллă сăвăç Геннадий Айхи 1960 çултах тăван чĕлхепе куçарса кăларнă иккен, анчах тем сăлтавпа кĕнекере куçаруçă ятне палăртман.

18 Çурла, 2015

Сăввисенче - уçăмлăх, сăнарлăх

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен вĕçĕнче паллашрăм эпĕ Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче Аслă Çĕнтерÿ хыççăн, 1945 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче, çуралнă Александр Моисеевич Ильинпа.

17 Утă, 2015

Пурнăç сакки сарлака

Журналистика "чирĕпе" еплерех чирлесе кайнине паян кун та аванах астăватăп-ха. Ялти ватă почтальон Биктимир Туманов пирĕн Çĕнĕ Йĕлмелĕ ялĕнче мĕн пулса иртни çинчен Хусанта чăвашла тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçатра пĕчĕк заметкăсем тăтăшах пичетлесе кăларатчĕ.

Pages