Комментари хушас

17 Утă, 2015

Пурнăç сакки сарлака

Журналистика "чирĕпе" еплерех чирлесе кайнине паян кун та аванах астăватăп-ха. Ялти ватă почтальон Биктимир Туманов пирĕн Çĕнĕ Йĕлмелĕ ялĕнче мĕн пулса иртни çинчен Хусанта чăвашла тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçатра пĕчĕк заметкăсем тăтăшах пичетлесе кăларатчĕ. Пĕррехинче вара манран пĕр класс маларах вĕренекен Аркадий Ульянин çырнă пĕр пĕчĕк тĕрленчĕке курах кайрăм. Вăл пирĕн шкулта пионерсем Совет Çарĕн кунĕ ячĕпе кивĕ хут тата уй-хирте усă курма колхоз валли кĕл пухса пани çинчен каласа кăтартнă. Атте çырăннă хаçата тытрăм та тÿрех Аркадий патне чупрăм, унăн тĕрленчĕкĕ республикăра тухса тăракан хаçат страницине мĕнле майпа лекнине ыйтса пĕлтĕм. "Мĕнле пултăр? Эпир пионерсен сборне ирттертĕмĕр те тÿрех килсерен çÿресе кĕл е усăсăр выртакан хут пуçтарма тухса кайрăмăр, - терĕ вăл. - Эпĕ вара çав усăллă ĕç çинчен чăваш хаçачĕн юлашки страницинче пичетленĕ адреспа Хусана ярса патăм. Акă çапса та кăларнă иккен..." "Епле лайăх! Саламлатăп сана, - терĕм эпĕ те, - тен, хам та хăтланса пăхăп". Çакăн хыççăн вара иксĕмĕр те ăмăртмалла çырма пуçларăмăр: уяв концерчĕсем пулни, кружоксем мĕнле ĕçлени, тĕрлĕ ăмăрту ирттерни, район центрне, Çарăмсана, экскурсие кайни тата ытти ырă ĕçсем çинчен.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пирĕн учительница Мария Харитоновна Емендеева, вăрçăччен Сĕнчелти педагогика училищинче чăвашсен паллă çыравçи Ефрем Еллиев патĕнче вĕренсе ăс пухнăскер, пире тирпейлĕ калаçма та, чăн чăвашла çырма та питĕ лайăх хăнăхтарчĕ. Эпир алăпа çырса "Çăлтăр" ятлă журнал кăлараттăмăр, хамăрăн пĕрремĕш сăвăсемпе тĕрленчĕксене ушкăнпа тишкерсе тухса унта вырнаçтараттăмăр. Каярах пирĕн яла "Хĕрлĕ ялавăн" паллă корреспонденчĕ Константин Петров тăтăшах килсе çÿреме пуçларĕ, кашнинчех хаçатăн çамрăк тусĕсемпе тĕл пулса сĕнÿсем, канашсем парса тăчĕ.

Районти "По ленинскому пути" хаçатпа та тачă çыхăну тытнă эпĕ. Уйрăмах мана чăвашла лайăх пĕлекен Галина Александровна Смирнова пур енлĕн пулăшса пычĕ, вырăсла çырнă манăн сăвăсене хаçатра пичетлеме тытăнчĕ.

Хамăр класрах тепĕр юлташăм та пурччĕ - манран пĕр уйăх çеç аслăрах Дмитрий Михлеев, хальхи вăхăтри пултаруллă та паллă режиссер. Шел, Союзлă Республикăсенчи киностудисем пĕтсе ларчĕç пирĕн, анчах Д.Михлеев "Беларуçфильмра" ÿкернĕ фильмсенчен нумайăшĕ çĕршыври тата Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальсенче лауреат пулнине паян кун та палăртма питĕ кăмăллă.

Дмитрий Михлеев халĕ те алă усса лармасть, калавсемпе повеçсем, сăвăсем, пьесăсем тăтăшах çырать. Пĕлтĕр кăна-ха унăн Чăваш кĕнеке издательствинче "Ось земли" /Çĕр тĕнĕлĕ/ ятлă самаях пысăк кĕнеки пичетленсе тухрĕ.

Хамăн пурнăçра тата тепĕр ырă çынна тĕл пулни те самаях пулăшрĕ пулĕ мана журналистика çулĕ çине тăма. Унăн ячĕ - Михаил Петрович Михеев, эпир сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса пирĕн шкула физикăпа математика тата астрономи вĕрентме килнĕскер. Чăн-чăн педагог, тăванран та тăван çын пулса тăнăскер. Нихçан та манас çук - тăххăрмĕш класс пĕтерсен вăл пире, вуникĕ ачана, турист çулçÿревне илсе кайрĕ, эпир çур уйăха яхăн Шуçăм шывĕ хĕррипе утса Кама шывĕ патне тухрăмăр та Чистай хулинчен Хусана теплоходпа çитрĕмĕр. Çавăн чух, 1957 çулта, Хусанти педагогика институчĕн пĕр лабораторийĕнче эпир пĕрремĕш хут телевизор куртăмăр, çавăн чухнех циркра, обсерваторире, театрта пулса тĕлĕнтĕмĕр.

Çавăн чухнех Михаил Петрович мана Хусанти Пичет çуртĕнче тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" редакцие ертсе кайрĕ. Унта хаçатăн тĕп редакторне Исаак Васильевич Скворцова, шутсăр ырă кăмăллă та хастар çынна, пĕрремĕш хут куртăм. Вăл пире Камиль Якуб ячĕллĕ полиграфи комбинатне экскурсие ертсе кайрĕ. Кайран вара, сывпуллашас умĕн, аллине ман хулпуççи çине хучĕ те лăпкаса илчĕ.

- Çĕнĕ материалсем ярса пама манса ан кай, - терĕ. - Килес çул вара, шкул пĕтерсен, тÿрех пирĕн пата ĕçлеме кил. Ÿс, пысăклан кăштах...

- Вăл маххă параканни мар, вăл, паллах, кунта килет, - терĕ маншăн Михаил Петрович.

Чăн та, шăп çавăн пекех пулчĕ. Тĕрленчĕксем, сăвăсем хаçат страницисенче пичетленсех пычĕç. Шкул пĕтерсе аттестат илнĕ хыççăн пирĕн çурта хамăр ял Канашĕн председателĕ, вăрçă ветеранĕ С.И.Иванов ирхине, сакăр сехет иртсенех хашкаса килсе кĕчĕ.

- Чуп ял Канашне, телефонпа калаç, унта сана Исаак Васильевич, "Хĕрлĕ ялав" редакторĕ, кĕтет, - терĕ. Эпĕ чупсах тухса кайрăм.

- Сывлăх сунатăп, Порфирий. Ну мĕнле, ăнăçлă вĕçлерĕн-и? - ыйтать тĕп редактор.

- Аванах вĕçлерĕм, - тетĕп.

- Акă мĕн, паян мунча кĕр те чăматан йăтса Хусана килме тух. Эпир сана ĕçе илме йышăнтăмăр. Сана чукун çул вокзалĕнче кĕтсе илĕç...

Хусанта, чăнах та, мана лайăх паллакан Константин Петров кĕтсе илчĕ. Бауман урамĕнче вырнаçнă Пичет çуртне çитсен тÿрех "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕн пÿлĕмне илсе кĕчĕ.

Хаçачĕ ку çĕршыври мĕнпур чăвашсем илсе тăнă "Коммунар" хаçата Мускавра кăларма пăрахнă хыççăн, 1936 çулта, никĕсленнĕ. Ăна çĕнĕрен уçма Мускавра унччен ĕçленĕ Василий Юдин журналист-çыравçă хастар хутшăннă. Çак ĕçре ăна чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн "Хыпарăн" чи малтанхи редакторĕ Николай Васильевич Никольский нумай пулăшнă.

Исаак Васильевич Скворцов, çĕнĕ хаçатăн тĕп редакторĕ, унччен анлă та кăткăс пурнăç çулĕ витĕр утса тухнă. Хальхи Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Пуканкасси ялĕнче çуралнă çыннăн ачалăхĕ шутсăр йывăр пулнă. Çамрăклах Хусанти пир-сăран заводне пырса вырнаçнă вăл, каярах Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, Вăтам Азири национал-хурахсен юхăмне хирĕç паттăррăн çапăçнă. Çартан таврăнсан Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, партие кĕнĕ, тĕрлĕ районта партипе совет органĕсенче ĕçленĕ. Унăн журналистика туртăмĕ пуррине шута илсе, ăна "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ пулма çирĕплетнĕ. Каярах ăна Тутар Республикин Аслă Канашĕн депутатне тата партин Тутар обкомĕн бюровĕн членне суйланă.

Редакцире хаçат ĕçĕнче пуян опыт пухнă журналистсем Аполлон Федоров, Василий Юдин, Константин Петров, Исай Левуков, Валентин Малюткин, Алексейпе Леонид Андреевсем, Ольга Трофимова, Павел Новичков, Алексей Иванов, Георгий Никитин тата ыттисем ĕçленĕ. Хаçат 9500 экземпляр тиражпа тухса тăнă, чăвашсем пурăнакан вунпилĕк района саланнă. Çÿлерех асăннă ăстасем мана пурте ырă канашсемпе пулăшса пыратчĕç. Каллех Исаак Васильевичăн хăйнеевĕрлĕ вĕренĕвĕ - пĕр материалах темиçе тĕрлĕ, е пуçламăшĕнчен, е варринчен, е вĕçĕнчен çырма тăрăшса пăхни - аса килет. Кĕтмен çĕртен пултăр, анчах кичем ан тухтăр. Çак меслетпе эпĕ халĕ те туллин усă куратăп.

Çуркунне иртсен Хусана каллех манăн юратнă вĕрентекен М.П.Михеев килсе çитрĕ. Вăл иккен кунти В.И.Ульянов-Ленин ячĕллĕ патшалăх университечĕн профессорĕ С.А.Абруков /Аксу чăвашĕ/ ертсе пынă аспирантурăна вĕренме кĕнĕ те наука ĕçне пикеннĕ. Мана шыраса тупрĕ те Хусан патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленме хистесех хушрĕ. И.В.Скворцов та хирĕçлемерĕ манăн çакăн пек тĕллев çуралнишĕн. Эпĕ яла кайрăм та пĕр уйăх ытла пуç çĕклемесĕр пулас экзаменсене хатĕрлентĕм. Тăрăшни сая каймарĕ - экзаменсене ăнăçлă тытса Хусан педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литератури тата истори факультечĕн студенчĕ пулса тăтăм.

Çак вăхăтра та хаçат редакцийĕпе çыхăну тытма пăрахмарăм. Тутар Писателĕсен союзĕ çумĕнче В.Н.Юдин ертсе пыракан чăваш литпĕрлешĕвĕ ĕçлетчĕ, каярах ăна Шупашкартан куçса килнĕ Алексей Талвир ертсе пычĕ. Нумай-нумай çамрăк пухăнатчĕ унта - рабочисем, журналистсем, студентсем. Вĕсен ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе Шупашкарта пурăнакан паллă çыравçăсем час-часах килетчĕç, пирĕн хайлавсене тишкеретчĕç, сĕнÿсем паратчĕç, хăйсемпе пĕрле Хусанти культура керменĕсенче сăвă калама хутшăнтаратчĕç. Пĕррехинче çапла Чăваш халăх поэчĕсем П.Хусанкайпа А.Алка та, халăх писателĕ Илпек Микулайĕ те, Василий Алакер та килнĕччĕ. Петр Петрович Хусанкай çавăн чух ман сăвăсене халăх умĕнче ырланăччĕ.

Шел, "Хĕрлĕ ялав" хаçат 1963 çулхи ака уйăхĕнче тухма чарăнчĕ. Институт пĕтерсен тăван ялта, Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмеле вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăнтăм. Ачасене çулталăк çеç вĕрентме тиврĕ. Унччен пысăклатса пĕтернĕ районсене каллех пĕчĕклетме тытăнчĕç, пирĕн райцентр та çĕр çухрăмра вырнаçнă Лениногорскран Çарăмсана куçрĕ. Унта, паллах ĕнтĕ, тутарла тата вырăсла тухакан район хаçачĕсем йĕркеленчĕç. Вырăсла тухакан хаçат редакцине ертсе пыма мана шанчĕç. Икĕ çул ĕçлерĕм çак вырăнта. Нумай-нумай статья, очерк, тĕрленчĕк, репортаж çырса пичетлерĕм. Чи инçетри ялсене çитме "Ява" мотоцикл пулăшрĕ.

Пĕррехинче, Хусана ĕçлĕ канашлăва кайсан, эпĕ Алексей Талвирпа курса калаçрăм. Вăл мана Тутарстан тĕп хулинче каллех чăваш хаçачĕ уçма шутлани çинчен каларĕ, тен, санăн каллех кунта таврăнма тивĕ, терĕ. Эпĕ те ăна хам чăваш чĕлхишĕн шутсăр тунсăхласа çитни çинчен пĕлтертĕм. "Ан пăшăрхан, кунта чăваш хаçачĕ уçăлаймасан та сан валли Шупашкарта пĕр-пĕр вырăн тупса пама тăрăшăп, унта манăн шанчăклă туссем сахал мар", - терĕ А.Ф.Талвир.

Çуллахи отпуск вăхăтĕнче арăмпа иксĕмĕр Шупашкара хамăр куçпа кайса курма тĕллев лартрăмăр. Çула май Алексей Филиппович патне кĕтĕмĕр. Эпĕ ăна Чăваш Республикинчи кирек хăш района кайма хатĕр пулни çинчен пĕлтертĕм. "Района мар, Шупашкартах вырнаçтарма май тупăпăр", - терĕ те вăл пĕр пĕчĕк хут листи çине темиçе сăмах çырса пачĕ.

- Акă тыт, - терĕ вăл, - партин Шупашкар хула комитетĕнче Давид Иванович Абашев ĕçлет, вăл иккĕмĕш секретарь, шăпах унти хаçат редакцийĕсен ертÿçи, ун патне кĕр, вăл сана пулăшатех.

Çитрĕмĕр Шупашкара, кĕтĕмĕр партин Шупашкар хула комитетне, анчах Д.Абашев çук иккен, канма тухса кайнă. Мĕн тăвас? Чим-ха, партин Чăваш обкомĕнче пропаганда пайĕ пур вĕт-ха, мĕншĕн унта кайса пăхас мар? Кайрăмăр. Хальхинче пропаганда пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Константин Михайлович Мастеров патне лекрĕмĕр. "Чăвашла çырас килет, пĕр-пĕр çывăхри районта та пулин редакцие вырнаçма май çук-ши?" - тетĕп.

Пĕр сехет ытла шăнкăравласа ларчĕ К.М.Мастеров тĕрлĕ район редакторĕсем патне, анчах пушă вырăн ниçта та çук. Вара, аптранă енне, "Коммунизм ялавĕ" хаçат редакторĕпе М.Н.Якимовпа çыхăнчĕ.

- Маттур çырать, сăввисемпе те, хаçатра пичетленнĕ материалĕсемпе те кĕскен паллашрăм, çухатас марччĕ ку пултаруллă йĕкĕте, - терĕ вăл.

Лешĕ "çÿлти" пуçлăх ман пирки ырă сăмахсем каланине шута илчĕ пулас та - мана Володарский урамĕнчи Пичет çуртне кĕрсе тухма ыйтать иккен. Константин Михайловича ăшшăн тав турăмăр та "Коммунизм ялавĕ" хаçат редакцине утрăмăр.

Михаил Николаевич мана сăпайлă та ăнлануллă çын пулнипе тыткăна илчĕ. Манăн хаçат материалĕсемпе кĕскен паллашрĕ, унтан ялхуçалăх пайĕн пуçлăхне Павел Иванович Иванова чĕнтерчĕ.

- Акă Тутарстанта çуралнă çамрăк журналист, райхаçат редакторĕн заместителĕнче ĕçлекенскер, чăваш чĕлхине тунсăхласа çитнĕ, унччен, института кĕриччен, пĕр çулталăк "Хĕрлĕ ялав" хаçатра та ĕçлесе курнă. Халĕ кунта куçасшăн.

- Вырăнĕ пур-ха пирĕн пайра. Тĕрĕслесе пăхмалли майпа илес пулать ĕнтĕ. Кĕçĕн литсотрудник шайĕпе, районсене тухса çÿрĕ. Хăна çурчĕсенче пурăнĕ. Арăмне тÿрех илсе килмесен те юрать...

Çапла эпĕ "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн кĕçĕн литсотрудникĕ пулса тăтăм. 1967 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçе пуçăнтăм.

Малтанхи икĕ уйăхрах манăн республикăри вунсакăр районта пулма тÿр килчĕ. Вуншар тĕрленчĕк, репортаж, очерк пичетлерĕм хаçатра, çырусем тĕрĕслерĕм, вырăнти корреспондентсемпе, ялкорсемпе тĕл пулса калаçрăм, хаçата килес çул валли çырăнтарас ĕçе хастар хутшăнтăм. Çапла вара тĕрĕслесе пăхмалли вăхăта ăнăçлă вĕçлерĕм, мана кĕçĕн литсотрудник мар, литсотрудник штатне куçарчĕç, тата тепĕр уйăхран вара редакцирен инçех те мар вырнаçнă çуртра пĕр пĕчĕк пÿлĕмлĕ хваттер те пачĕç. Раштав уйăхĕнче эпĕ мăшăрăма Шупашкара илсе килтĕм, вăл Пионерсен çуртĕнче ĕçлеме тытăнчĕ.

Пултаруллă, пысăк опытлă журналистсем ĕçлетчĕç манпа пĕрле. Вĕсем хушшинче - М.И.Юрьев-Нямань, М.Р.Романов, С.И.Данилов, Д.Ф.Ду-бинин, А.М.Осипова, И.М.Михайлов, Д.Ф.Семенов,И.Г.Григорьев, А.Н.Ни-колаев-Аслут, А.Г.Крысин, И.М.Алтын-Баш,В.П.Никитин, А.П.Гордеев, Г.Г.Зиньков, И.Я.Тенюшев, И.К.Бо-рискин, Л.В.Таллеров, И.М.Матросов, Г.Н.Желтухин тата ыттисем те. Вĕсене çивĕч ăслă, ырă кăмăллă, пур ĕçе те вăхăтра тума хăнăхнă тĕп редактор М.Н.Якимов ертсе пыратчĕ.

Хаçат ĕçĕпе пĕрлех каçсерен тĕрлĕ журнал валли сăвăсемпе калавсем çырма та ĕлкĕреттĕм.

Тепĕр икĕ çултан информаци пайĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетрĕç. 1974 çулта вара Мускава, КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи парти шкулĕнчи журналистика факультетне вĕренме ячĕç. Унтан вĕренсе тухсан тăван редакцие таврăнтăм, пĕр вăхăт хаçатăн советсен пурнăçĕн пайне ертсе пытăм. 1977 çулта СССР Писательсен союзне илчĕç, çакăн хыççăн ачасем валли тепĕр хут тухма пуçлакан "Хатĕр пул" журналăн тĕп редакторне çирĕплетрĕç.

"Коммунизм ялавĕ" хаçатра - хальхи "Хыпарта" ĕçленĕ çулсем асăмран нихăçан та тухас çук. Çав çулсенче нумай-нумай паллă çынпа паллашса вĕсем çинчен тĕрлĕ материал çырса кăлартăм. Вĕсен шутĕнче - Совет Союзĕн пĕрремĕш Геройĕ А.Ляпидовский, СССР халăх артисчĕсем М.Ульянов тата Е.Матвеев, Олимп чемпионĕсем В.Ярды, В.Соколов, тĕнче тата çĕршыв чемпионĕ Н.Пуклаков, СССР космонавт-летчикĕ А.Г.Николаев, СССР генерал-майорĕ А.В.Чапаев, Шупашкарти паллă ученăйсем С.А.Абруков, В.В.Амосова, Д.С.Гордон, В.Н.Николаев тата ыттисем те.

Пурнăç сакки сарлака теççĕ халăхра. Çав сак çинче эпĕ çĕршыври тата республикăри мухтавлă çынсемпе пĕрле пулнишĕн хамăн шăпана шутсăр телейлĕ тесе шухăшлатăп.

Порфирий АФАНАСЬЕВ: Чăваш халăх поэчĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.