Комментари хушас

15 Кăрлач, 2016

Твардовский чĕртнĕ пултарулăх

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче вырăссен талантлă поэчĕн Александр Твардовскин "Василий Теркин" поэми чăвашла тепĕр хут пичетленсе тухрĕ. Ăна хамăрăн паллă сăвăç Геннадий Айхи 1960 çултах тăван чĕлхепе куçарса кăларнă иккен, анчах тем сăлтавпа кĕнекере куçаруçă ятне палăртман. Пархатарлă ĕç тунă издательство редакторĕсем.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилей çулĕнче поэма тепĕр хут пичетленсе тухни вулакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Тăван чĕлхепе янракан поэма куçаруçăн пысăк ăсталăхне кура чуна уçса ярать.

...Савнă çĕрĕмшĕн нушаллă
Хурлăхлă кунсем килсен,
Теркинăм, санпа яланлăх
Эп туслашрăм чĕререн.

Çапла, çапла, А.Твардовскин вырăсла текстĕнчи пекех çăлкуç таппи пекех юхса пыраççĕ сăвă йĕркисем. Тивĕçлĕ поэта тивĕçлĕ куçаруçă чăвашлатнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.