Поэтăн ылтăн парни
Алексей Афанасьев çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май
Мĕтри Кипекпе Хветĕр Уяр, Куçма Чулкаçпа Анатолий Анат, Якур Афанасьевпа Алексей Афанасьев... Час-часах аса илетĕп эпĕ тăван литература уйĕнче пултаруллă та хастар ĕçленĕ прозаиксемпе поэтсене, чăваш вулаканĕ валли нумай-нумай ырă сăвă-калав, повесть-роман, сатирăпа статьясем, рецензисем çырса хăварма ĕлкĕрнĕ хисеплĕ çыравçăсене. Мĕншĕн шăпах вĕсене асăнтăм? Мĕн пĕрлештерсе тăрать-ха асăннă ĕçтешĕмсене? Тÿрех калам - хушамачĕсем пĕрешкел пулни - Афанасьевсем. Тĕрлĕ çĕрти, тĕрлĕ облаçсемпе республикăсенчи чăваш ялĕсенче çуралнă вĕсем, анчах пĕр ĕмĕт-тĕллевпе - чăваш литературине вăйлатса аталантарас тесе тимленĕ.
Хамăн хушаматăм та «Афанасьев» пулнăран эпĕ çак пултаруллă çынсене ытларах хисеплеттĕм пулас. Вĕсенчен иккĕшĕ - Хветĕр Уярпа Алексей Афанасьев манăн тăван Çарăмсан районĕпе çывăх вырăнсенчех çуралнăран эпĕ вĕсемпе çамрăк чухнех тĕл пулса паллашма ĕлкĕртĕм. Хветĕр Уяра хамăр ялтах вăл Чăваш театрĕн артисчĕсемпе пĕрле гастроле килсе лексен куртăм. Алексей Андрияновичпа вара 1959-мĕш çулта, хам Хусанта тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» хаçатра ĕçленĕ вăхăтра çывăхлантăм. Паянхи пекех астăватăп-ха, редакцин литературăпа искусство тата культура пайне ертсе пыракан Василий Николаевич Юдин эпĕ ларакан пÿлĕме кăтра çÿçлĕ, яштака пÿллĕ пĕр арçынпа кĕчĕ те тÿрех: «Акă, паллаш, чĕрĕ поэт, нумай-нумай сăвă-поэма тата пьесăсем çырнă, сан пекех «Афанасьев» хушаматпа çÿрекен Алексей Андриянович. Вăл та редакцире ĕçлет, Павлă районĕнчи «Ялав» хаçатăн тĕп редакторĕнче», - тесе мана хăнапа паллаштарчĕ.
Порфирий АФАНАСЬЕВ,
Чăваш халăх поэчĕ
Комментари хушас