Пирĕн чыс, пирĕн мухтав
— Кам вăл сирĕншĕн Николай Угаслов. — Хулаçырми ялне пырса кĕрсенех ыйтрăм çак ял администрацийĕн пуçлăхĕнчен Сергей Салифановран.
— Николай Федорович вăл — пирĕн чыс, пирĕн мухтав, — пĕр кĕттермесĕр хуравларĕ Сергей Ананьевич. — Яла чăваш артисчĕсем килсен ăна тав туса пĕтереймеççĕ. Ĕçленĕ, тăрăшнă, вăй хунă пирĕн ентеш, çавăнпа ырă ята тивĕçнĕ те. Çуралнă ялта тăтăшах пулать, çывăх тăванĕсем тахçанах çук пулин те хăйне пурнăç панă сăваплă çĕре манса каймасть. Чунĕ калама çук ырă унăн, сăмахĕ уçăмлă та çирĕп.
…Николай Федорович Угаслов паян каллех хăйĕн тăван Хулаçырми ялĕнче. Йăлана кĕнĕ тăрăх хальхинче те вăл Юхлă шывĕн сылтăм енчи çÿллĕ сăрчĕсем çине васкарĕ.
Аса илмелли, шухăшламалли вара Николай Федоровичăн чăнах та сахал мар.
Амăшĕ Елена Игнатьевна каласа хăварнă тăрăх — унăн аслашшĕ çирĕм пилĕк çул патша çарĕнче пулнă, яла капрал пулса таврăннă. Ашшĕ вара, Федор Михайлович, чăн-чăн çĕр ĕçченĕ тата столяр-платник пулнă, урапа-çуна, ут таврашĕ ăсталанă. 1904 çулта çуралнăскер Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те çапăçнă, унтан йывăр аманса таврăннă. Унăн аслă пиччĕшĕ Петĕр вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, кĕçĕнни, Çемен ашшĕ пекех йывăр аманнă.
Шел, нумаях пурăнаймасть йывăр суранланнă Федор Михайлович, 1953 çулта, çур ĕмĕре те çитеймесĕр /чи кĕçĕн ывăлĕ Микулай иккĕ те тултарман ун чухне/ йывăр чирлесе çĕре кĕрет. Амăшĕ пысăк кил-йышпа /çемьере пурĕ çичĕ ача/ пĕчченех тăрса юлать.
— Темле йывăр пулсан та аптраман пулĕ çав, — аса илет паян Николай Федорович. — Юхлă шывĕнче сĕрекепе пулă тытаттăмăр. Çавă та апат-çимĕç ыйтăвне татса пама пулăшнах ĕнтĕ. Çурчĕ пирĕн мухтанмаллиех марччĕ. Хăй вăхăтĕнче асатте тулли пурнăçпа пурăннă. Çырма хĕрринче улма-çырла сачĕ ĕрчетнĕ. Кулаках пулайман пулин те колхозсем тунă чух унăн пурлăхне, пĕтĕм кĕлетне туртса илнĕ, хăйне вара мунчара çеç хăварнă. Шăпах çавăнта çуралса ÿснĕ эпир. Анне яланах: «Атя-ха, Хветĕр, йĕркеллĕ çурт лартар», — тенĕ иккен. Ăçта унта! Вăрçă хыççăнхи çулсенче ун çинчен ĕмĕтленме те май килмен. Çапах та ĕмĕтне çухатман аттем. «Ĕлкĕрĕпĕр, ачасем ÿссе пулăшакан пулччăр-ха, тен, хăшĕ те пулин хам пекех пуртă ăсти пулĕ, вара çĕнĕ çурт та çавăрăпăр», — тесе калатчĕ тет.
Амăшĕн çак асаилĕвĕсем Микулайăн чĕрине пăчăртаса илетчĕç. Унăн пĕр вăхăтрах пуртă ăсти те, кăмака ăсти те, машин-трактор ăсти те пулас килетчĕ. Амăшĕ мĕнлерех асапланнине курса вăл ăна лăплантарма тăрăшатчĕ: «Ан кулян, анне, кăштах ÿссен çурт туса паратăпах сана», — тетчĕ.
Ачаранах ĕçе кÿлĕнчĕ вăл. Улттăра чухнех вунпилĕк çухрăмри пĕр пĕчĕк ялта çур уйăх ытла ача пăхрĕ, çавăншăн ăна пĕр мăшăр кăçат парса тав турĕç.
Ĕçлеме кăна мар, лайăх вĕренме те тăрăшнă Микулай. Киле панă ĕçсене вăл шкултах, тăхтав вăхăтĕнчех тума хăнăхнă. «Вĕренместĕн-çке эс, ывăлăм, — пăшăрханнă амăшĕ, — санăн вĕренмелле, унсăрăн çын пулаймастăн». «Вĕренетĕп, анне, килти ĕçсене эпĕ шкултах туса хунă, акă кур, дневникра та, тетрадьсенче те «тăваттăпа» «пиллĕк» паллăсем кăна манăн», — тавăрнă ывăлĕ. Çапла, чи лайăх вĕренекенсен шутĕнче пулнă Микулай. Уйрăмах математикăна, физикăна, химие килĕштернĕ. Общество ĕçĕсене хастар хутшăннă, шашкă-шахматла выляса районти олимпиадăсенче мала тухнă, Акатуйсенче те лашапа чупса пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ пулнă.
Ялти сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан йĕкĕт Шупашкара çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕнĕ. Тĕрĕссипе, техникумăн çĕнĕ çуртне те, общежитисене те тин çеç вĕренме кĕнĕ студентсем тунă. Хăйнеевĕрлĕ диплом ĕçĕ пулса тăнă вĕсемшĕн çак çуртсене çĕклени.
Саламлатпăр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 11-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тÿпе хывнăшăн тата общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Шупашкар хулинчи «ТУС» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорне, регионсем хушшинчи «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕн президентне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Федорович УГАСЛОВА «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ УМĔНЧИ ТАВА ТИВĔÇЛĔ ĔÇСЕМШĔН» орденпа наградăланă. |
Строительство техникумĕнчен питĕ лайăх вĕренсе тухнă хыççăн Николай Угаслова Саранскри çурт-йĕр тăвакан комбината ĕçлеме яраççĕ. Кунта çур çул ытларах мастерта тăрăшнă хыççăн Совет çарне службăна илсе каяççĕ. Мускав çар округĕнче, Тула хули çывăхĕнче, хĕсметре тăрать. Служба вĕçленсен каллех юратнă Шупашкара çул тытать, кунти çурт-йĕр комбинатне монтажнике вырнаçать. Ĕçе тĕплĕ тума, хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтма хăнăхнăскер, карьера пусми тăрăх питĕ хăвăрт хăпарать Николай Федорович.
Çак çулсенче тахçан амăшне панă сăмаха та чыслăн пурнăçларĕ Николай Федорович — хăйĕн çывăх тăванĕсемпе пĕрле ун валли пысăк та тирпейлĕ çурт туса пачĕ. Елена Игнатьевна Хулаçырминчен куçса кайса Чĕмпĕр çывăхĕнчи Баратаевка ялĕнче пурăнатчĕ ĕнтĕ — çавăнта çĕнĕ йăва çавăрма тиврĕ. Çĕнĕ çурт ĕçкинче амăшĕ ывăлĕ çине пăхрĕ те ăшшăн çапла каларĕ: «Пĕчĕк чух ахалех ятланă пулмалла эпĕ сана, ÿссе çитсе чăн-чăн çын пултăн, пура пурама та, кирпĕч хума та лайăх вĕренсе çитрĕн. Телейÿ, сывлăху пултăрччĕ кăна малашне...»
Пил халалĕ пек туйăнаççĕ паян амăшĕн çак сăмахĕсем. Хăй вăл çирĕм çул каярахах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, анчах ывăлне ырă сунни, ăшă сăмахсем каласа хăварни Николай Федоровича кашни кунах пулăшса пынăн туйăнать.
Ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ вăл, инженер-строитель дипломне алла илчĕ.
Вăл ертсе пынă Строительствăпа монтаж управленийĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче мĕн чухлĕ заводсемпе цехсем, çĕнĕ çуртсем, ача яслийĕсемпе сачĕсем, ытти йышши социаллă об˜ектсем туса лартнине каласа та пĕтереймĕн. Тĕп хулари Çĕнĕ Кăнтăр, Кăнтăр-Хĕвеланăç, Çурçĕр-Хĕвеланăç районĕсенчи нумай-нумай çĕнĕ урам, пурăнмалли квартал ÿссе ларнинче Николай Угасловпа унăн строителĕсен тÿпи калама çук пысăк.
...1988 çул. Раштав уйăхĕ. Унчченхи Совет Союзне кĕнĕ республикăсенчен пĕринче — Арменире — çут çанталăк кÿнĕ инкек — çĕр чĕтренни — темиçе хулапа яла тĕпрен аркатать. Çĕн йĕркелÿ çулĕ çине тăнă совет çĕршывĕ кар тăрса туслă халăха пулăшма çĕкленет. Шупашкарти çурт-йĕр комбиначĕ те пăрăнса юлмасть. Унта та эрменсене васкавлă пулăшма хăйнеевĕрлĕ оперативлă штаб туса хураççĕ, ăна ертсе пыма Н.Ф.Угаслова шанаççĕ. Вăл ертсе пынипе çулталăк хушши чăваш строителĕсен бригадисем, пĕрне пĕри улăштарса, Армени Республикинче ĕçлеççĕ, комбинат вĕсене кирлĕ материалсемпе, механизмсемпе, пурăнмалли вакунсемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăрать. Унсăр пуçне Николай Федорович хăй те çур çул Арменире вăй хурать.
Мĕн тери тав тумарĕç пуль вырăнти çынсем чăваш строителĕсене! Николай Федоровича медаль те панă хастар ĕçленĕшĕн.
— Медалĕ-мĕнĕ, — тет вăл паян çав кунсене аса илсе, — аякри туссем валли хăтлă çуртсем туса хăвартăмăр, çавă паха. Унтан тата туслăх вăйĕ мĕнлерех хăватлă пулнине лайăх туйса илтĕм. Мĕнле кăна наци çынни пулăшмарĕ-ши эрмен халăхне?! Вĕсен туслăх туйăмĕ çилпе вĕçмерĕ, темиçе хулана, вуншар яла çĕнĕрен çĕкленме, эрменсен хурлăхне хăвăртрах сирсе яма пулăшрĕ. Туслăх пысăк инкеке çĕнтерчĕ.
...1992 çул. Тин çеç Арменирен таврăннă Николай Федорович тарăн шухăша путать. Совет Союзĕ арканнă хыççăн Чăваш çĕршывĕнче те пурнăç тĕпренех улшăннă иккен. Каллех прорабран пуçламалла-и? Аптранă енне çурт-йĕр комбиначĕн пуçлăхĕпе А.Н.Афимьинпа канашласа пăхма шутлать. «Хам та пĕлместĕп. Заказсем куллен кун сахалланса пыраççĕ. Малашне мĕн пуласса Турă кăна пĕлет. Нимĕнле канаш та пама пултараймастăп», — тет ăна Альберт Николаевич. — Тен, хăвăн фирмуна йĕркелĕн? Ăнлансам, пурнăç тĕпрен улшăнчĕ, тăванăм. Унчченхи текех нихăçан та çаврăнса çитес çук».
Çак калаçу хыççăн Николай Федорович хăйĕн канăçне йăлтах çухатать. Акционер обществи туса хурсан? Анчах малтанхи капитал самаях кирлĕ-çке-ха. Тăрăшса пăхсан? «Жигули» автомобиль пур, икĕ телевизор, икĕ холодильник, Атăл леш енче пысăках мар дача... Çавсене сутсан? Шутланă — тунă. Хăйĕн шанчăклă вуникĕ çыннине пуçтарса акционерсен хупă обществине йĕркелеме документсем хатĕрлет. «Ятне мĕнле парăпăр?» — ыйтаççĕ унран. «Паллах — «ТУС», — пĕр иккĕленмесĕр каласа хурать Н.Угаслов, çак сăмахăн асамлă вăйне хăй темиçе хут та тĕрĕслесе пăхнăскер. Йывăрпа пулин те çĕнĕ обществăна регистрацилеме май килет. Туслă ушкăн çавăн хыççăнах Мускав çывăхне ĕç шырама тухса каять. «Ĕçчен çынран ĕç хăрать», — теççĕ чăвашсем. Вĕсем те ăнăçлă килĕшÿ туса панель çуртсем тума пуçлаççĕ, пуç çĕклемесĕр тенĕ пек тĕплĕн ĕçлеççĕ. Купавна поселокĕнче вĕсем, сăмахран, Тинĕс-Çар флочĕн госпиталĕсем валли тăхăр хутлă пилĕк çурт туса лартрĕç. Каярах унта ĕçлесе илнĕ укçапа Лапсар поселокĕнче ятарлă база, тĕрлĕ-тĕрлĕ техника туянчĕç. Кайран каллех Мускавра та, Чулхулара та, Тольяттире те хĕрсех ĕçлерĕç.
Паян вĕсем ытларах Шупашкарта ĕçлеççĕ. «Тус» компанин строительствăра кирлĕ мĕнпур йышши техника çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра компани Шупашкарăн Çурçĕр-Хĕвеланăç районĕнчи «Университет» микрорайонĕн генеральнăй подрядчикĕ пулса тăрать.
Ырă кăмăллă, сăпайлă, панă сăмаха çирĕп тытакан, пурне те пулăшма тăрăшакан Николай Федорович общество ĕçĕсене те хастар хутшăнать. 2003 çул вĕçĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан Тутарстан чăвашĕсем ăна ентешлĕх пуçлăхне суйларĕç.
2009 çулта Н.Ф.Угаслова Чăваш наци конгресĕн вице-президентне, каярах конгресс президентне суйларĕç. Ăна, пĕтĕм çĕршывĕпе палăрнă çынна, Раççейри «Наци мухтавĕ» Ыркăмăллăх фончĕ Мухтавăн ылтăн орденĕпе наградăларĕ. Çак наградăна Николай Федоровича Мускава, Çăлакан Христос чиркĕвĕнче, чаплă лару-тăрура пачĕç.
«ТУС» акционер обществин генеральнăй директорĕн пуçарăвĕпе Тутарстанри Аксура, Çĕпрелте тата Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче чăвашсен пĕрремĕш Халăх поэтне Н.Шелепие, Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне икĕ хут панă П.Дементьева тата чăвашсен Аслă вĕрентекенне И.Я.Яковлева асăнса чаплă палăксем лартнă.
Пархатарлă ĕçсемшĕн Н.Ф.Угаслова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ятсем парса чысларĕç. 2001 çултанпа — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Хăйĕн тăван ялне тĕпрен çĕнетсе улăштарма пулăшнăшăн «Хулаçырми ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» пулса тăчĕ.
Унсăр пуçне тата пархатарлă тепĕр ĕç валли те вăхăт çитерет Николай Федорович. Шупашкарти Гузовский урамĕнче «Нарспи» клуб ĕçлет, унта ачасен «Сарпике» ансамблĕ хăйĕн ташă-юрă ăсталăхне туптать. Çав ансамбле Ирина Евсеевна Угаслова — Николай Федоровичăн мăшăрĕ — ертсе пырать. Ирина Евсеевна тăрăшнипех «Пĕр тăван Малинасем» вокал ансамблĕ йĕркеленнĕ. Унта Ирина Евсеевнăпа унăн йăмăкĕсем Еленăпа Лидия юрлаççĕ. Çак ушкăн çĕршыври нумай-нумай хулапа яла çитсе курнă, çынсене хăйсен хÿхĕм юррисемпе савăнтарнă. Паян Николай Угаслов 65 çул тултарать. Паллă пулăмпа ентешĕмĕре чун-чĕререн саламлатпăр.
Порфирий Афанасьев,
Чăваш халăх поэчĕ
Комментари хушас