Нина ЦАРЫГИНА.

22 Пуш, 2018

Хĕр туприне хатĕрленĕ, мăшăр тупайман

«Ĕмĕре пĕччен ирттерме Турри çырнă пуль», — çапла сăмах пуçарчĕç Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнчи кинемейсем. Тĕрĕссипе, «вăрçă ачисен» çемье çавăрасси пирки шухăшлама вăхăт пулман.

15 Пуш, 2018

Килĕшнĕ те суйланă

Тиматипе Максим Фадеев продюсер пултаруллă çынсене шыраççĕ. Çак тĕллевпех вĕсем ТНТ телеканалта «Песни» проект йĕркеленĕ, пысăк кастинг ирттереççĕ. Иртнĕ шăматкун суйлавăн 5-мĕш тапхăрĕ эфира тухнă.

13 Пуш, 2018

Пĕр тăвансен виллине тупнă

Канаш районĕнчи Кармами Выççăлкки ялĕнче пушар пулнă. Унта, алăка шалтан питĕрнĕ пÿртре, 45 тата 35 çулсенчи пĕр тăвансен виллине тупнă.

РФ СК Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçынсен ÿтне Шупашкартан таврăннă ашшĕпе амăшĕ тунтикун каçхине асăрханă. Пÿртре тĕтĕм явăннă, кăмака юшки хупă тăнă. Следстви версийĕ тăрăх, пиччĕшĕпе шăллĕ сĕрĕм тивнĕрен вилме пултарнă.

Инкекĕн сăлтавне кирлĕ экспертизăсем тунă хыççăн кăна татăклăн палăртĕç.

 

1 Нарăс, 2018

Хушамачĕ — венгртан, ĕçченлĕхĕ — чăвашран

«Пурнăç çулĕ Шри-Ланка утравĕнчи сĕтпе хутăштарнă чей пекех: эсĕ ăна нихăçан та ĕçсе курман, анчах пĕр-пĕринпе килĕшсе тăман япаласене пĕрлештернĕ хыççăн унччен ку мелпе усă курманшăн ÿкĕнетĕн», — терĕ 32 çулти Максим Чепель.

Pages