Нина ЦАРЫГИНА.

6 Раштав, 2017

Ултă çамрăкăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Поднос çинче хĕрлĕ хăюпа çыхса капăрлатнă вĕр çĕнĕ ултă мăшăр çăраççи выртать. Акă вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе савăнăçлă йăл кулăпа çуталакан çамрăксене тыттарчĕç. Вĕсем çак саманта чылай çул кĕтнĕ.

16 Чÿк, 2017

Чăваш фильмĕсенче çĕнĕ актерсене курасшăн

Çутă сÿнчĕ. Кино пуçланчĕ... Залра ларакан кашни куракан экрана тимлерĕ: унта — хура-шурă тĕслĕ картина. Чăваш киновне пуçарса яракан Иоаким Максимов-Кошкинскипе унăн мăшăрĕ Тани Юн актриса аса илĕвĕсене каласа кăтартаççĕ. Çак архив кадрĕсемпе уçăлчĕ кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ. Вăл виççĕмĕш хут тĕрлĕ халăх кинематографисчĕсене, сценаристсене, режиссерсене тата кино юратакансене чăваш çĕрĕ çинче пухрĕ. Фестиваль кăçал унчченхи пек Чăваш Наци библиотекинче мар, малтан «Çеçпĕл» кинотеатр пулнă çуртра уçăлчĕ.

19 Юпа, 2017

Халăх участковăйĕ — Сĕнтĕрвăрринчен

Вĕсен служби йывăр та хăрушă. Сăмахăм, полици ĕçченĕсем пирки. Ĕçĕ ансат мар пулин те йĕрке хуралĕнче хĕрарăмсем те вăй хураççĕ. Çак кунсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Халăх участковăйĕ» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Pages