Ултă çамрăкăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Поднос çинче хĕрлĕ хăюпа çыхса капăрлатнă вĕр çĕнĕ ултă мăшăр çăраççи выртать. Акă вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе савăнăçлă йăл кулăпа çуталакан çамрăксене тыттарчĕç. Вĕсем çак саманта чылай çул кĕтнĕ. Каччăпа хĕрсен телейĕ пухăннă халăха та куçрĕ тейĕн, пĕрин те теприн сăнĕнче кулă çуралчĕ...

Паян Шупашкар районĕнчи Ишлей салинчи Советски урамĕнчи 72а çуртра савăнăçлă лару-тăрура ултă çамрăка çĕнĕ хваттерсем уйăрса пачĕç. Ку «Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисене тата тăлăхсене социаллă пулăшу парас» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланнă. Пурĕ вара çак çурта юлашки çулсенче 64 çын пурăнма куçнă. Программăпа килĕшÿллĕн районта пурĕ 125 тăлăх пурăнмалли кĕтесе тивĕçнĕ.

Алăра çăраççи уççине чи хаклă тупра пек чăмăртанă каччăсемпе хĕрсем хваттерĕсене хаваспах кăтартрĕç. Унта ремонт тунă ĕнтĕ, сантехникăпа газ плитине те вырнаçтарнă. Урайĕнче — линолеум. Çутă, таса, ăшă. Паллах, унта пурăнма куçиччен сĕтел-пукан, техника туянмалла. Ку пĕлтерĕшлĕ-им-ха? Халĕ, пурăнмалли кĕтеслĕ пулас текен чылай çамрăкăн ипотека илме, аякри хулана ĕçлеме çÿреме тивнĕ вăхăтра пушă хваттер пурри те пысăк савăнăç. Ытти вара пурăна киле пулатех.

25 çулти Николай Павловăн икĕ пиччĕшне те çак çуртра хваттерсем уйăрса панă, паян вара Кольăна та пиллĕкмĕш хутра пĕр пÿлĕмлин уççине тыттарчĕç. Çичĕ çул каяллах черете тăнăскерĕн пĕлтерĕшлĕ куна чылай кĕтме тивнĕ. Унччен каччă пурнăçĕнче нумай улшăну пулса иртнĕ: вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă, Иваново облаçĕнче службăра тăнă вăхăтра чун савнине тĕл пулса çемье çавăрнă. Кайран та унта пурăнма юлнă, аслă шкула вĕренме кĕнĕ, ĕçе вырнаçнă. «Тинех кĕтсе илтĕм çак куна. Хваттер парассине пĕлсен мăшăрпа чунран савăнтăмăр. Лере, Иваново облаçĕнче, эпир хваттер тара тытса пурăнатпăр-çке. Укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Халĕ çĕнĕ хваттере хăтлăлатас тĕлĕшпе ĕçлĕп, сĕтел-пукан, ытти кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянмалла. Кайран вара кунта куçса килĕпĕр», — хавхаланса калаçрĕ ятарласа хваттер уççине илмешкĕн вăрăм çула парăнтарса килнĕ яш.

Аннăпа Екатерина Шурминовăсен вара савăнăçĕ икĕ хут пысăкрах. Пĕр тăван аппăшĕпе йăмăкĕ малашне çĕнĕ хваттерсенче кÿршĕлле пурăнĕç. «Шанчăка çухатмасăр чылай вăхăт кĕтрĕмĕр эпир ку саманта. Йăмăкпа иксĕмĕрĕн пысăк савăнăç, уяв. Мăшăрпа ывăл та питĕ хĕпĕртерĕç. Тĕпренчĕкĕме çитес çул салари шкула ăсатăпăр. Халĕ эпир Шупашкарта ĕçлесе пурăнатпăр-ха, кĕçех кунта куçса килĕпĕр. Йăмăкпа кÿршĕлле пурăнасси те савăнтарать, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрĕпĕр. Хваттерте пĕтĕмпех килĕшет, çутă та илемлĕ вăл», — кăмăллăн калаçрĕ Екатерина ывăлĕпе

пÿлĕмсемпе киленнĕ май. Ачаранах ашшĕ-амăшне ĕмĕрлĕхех çухатнă аппăшĕпе йăмăкĕ малашне пĕр çуртра пурăннишĕн чĕререн хĕпĕртеççĕ.

Çак çуртра пĕлтĕр хваттере тивĕçнĕ Анастасия Бусыгина хăйĕн шухăш-кăмăлне хавхаланса пĕлтерчĕ. Унччен Кÿкеçре асламăшĕпе аслашшĕпе пурăннă вăл. Уйрăм кĕтесслĕ пулса тăнă хыççăн нумай та вăхăт иртмен вăл качча тухнă, халĕ ывăл çитĕнет. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте кушакпа йытă валли те вырăн пур. Çамрăк мăшăр хваттерте юсав ĕçĕсем ирттернĕ, обой çыпăçтарнă, газ плитине улăштарнă. Салара лавкка сахал пулни çеç канăçсăрлантарать çамрăк амăшне. Настьăна хваттер валеçнĕ кунне вăл юратнă çыннипе тĕл пулма пуçланăранпа шăпах çулталăк çитнĕ. Çак пулăма паллă тума курнăçсан савнийĕ Настьăна качча тухма ыйтнă, хĕр вара хваттере тивĕçнине пĕлтернĕ. Кăмăллă кĕтмен парне пулнă ку телейлĕ мăшăршăн.

Шупашкарта çемйипе пурăнакан çамрăк амăшĕ Виктория Арсентьева çывăх вăхăтрах çĕнĕ хваттере куçас тĕллевлине пĕлтерчĕ. «Чи кăмăлли эпир кунта хамăр хуçа пулăпăр», — хĕпĕртерĕ пике. Мăшăрĕн çывăх çыннисемпе кун кунлакан çамрăк çемье уйрăм кĕтес пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ-мĕн. Чунран ĕмĕтленни пурнăçа кĕретех вĕт. Уйрăмах Çĕнĕ çул умĕн...

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас