Комментари хушас

«Чикĕ леш енче пĕлÿ илме нихăçан та шухăшламан», — тенĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студентки Татьяна Кучерова. Хальхи вăхăтра Китайри Гуйчжоу провинцире стажировка тухаканскер виçĕ çул каялла Кăнтăр Корейăри Сеулта та пĕр вăхăт вĕреннĕ. Унта пике корея чĕлхине ăса хывнă, унсăр пуçне акăлчанла, китайла хутшăнма пултарать. Татьяна малашне Китайра журналистикăра ĕçлес тĕллевлĕ.
«Алла диплом илнĕ хыççăн эпĕ пĕлĕве Кăнтăр Корейăра тарăнлатасшăнччĕ. Кĕтмен çĕртен мана стажировкăна Китая ячĕç. Хĕвел тухăç çĕршывĕнче мана пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерчĕç, эпĕ тÿлевсĕрех вĕренетĕп. Кунта Раççей, Канада, АПШ, Казахстан, Украина, Монголи, Итали, Инди, Литва, Мексика тата ытти çĕршыв çамрăкĕсем пĕлÿ илеççĕ. Занятисем китай чĕлхипе иртеççĕ. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.