Хĕр туприне хатĕрленĕ, мăшăр тупайман

22 Пуш, 2018

«Ĕмĕре пĕччен ирттерме Турри çырнă пуль», — çапла сăмах пуçарчĕç Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнчи кинемейсем. Тĕрĕссипе, «вăрçă ачисен» çемье çавăрасси пирки шухăшлама вăхăт пулман.

"Йĕкĕтсем куç хывмарĕç"

Ольга Юркина сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕ. Тăван ялти шкулта çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсан малалла пĕлÿ илме тĕллевленĕ. Анчах май килмен. Ольга аппа тăватă çултах ашшĕсĕр юлнă, кил хуçи чире пула çĕре кĕнĕ. Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕ çине тиеннĕ, йышлă çемьене тăрантармашкăн çăмăл килмен ăна. «Тĕмере саккăрмĕш класа вĕренме каясшăнччĕ те, укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе ĕмĕтĕм пурнăçланаймарĕ. Ун чухне 150 тенкĕ пысăк укçа шутланнă, анне ун чухлĕ ăçтан тупайтăр?» — иртнине аса илчĕ Ольга Ильинична.
Вăрçă вăхăтĕнче Улькка амăшĕпе пĕрле уй-хиртен тухма пĕлмен, тырă çумланă, алăпа çапнă, çурлапа вырнă. Пÿрнисене миçе хут кастарман-ши? Ыратнине пăхмасăр вăй çитнĕ таран амăшне пулăшнă. Ача-пăча кунĕпе хирте пилĕк авса ывăнсан та выляма вăхăт тупнă. Çĕршывра вăрçă кĕрленĕ вăхăтра ĕçсене вĕçлесен кăна, юпа уйăхĕнче, парта хушшине ларнă.
Çиччĕмĕш класс хыççăн Улькка çитĕннисемпе пĕрле малтан колхозра, каярахпа совхозра тар тăкнă. Иваново облаçне торф кăларма та кайнă. Пĕве кĕнĕскерĕн каччă шухăшĕ пулман-ши вара? Каçхи вăййа тухнă-ха вăл. Пĕртăванĕсем пурте çемьеленсен Ульккана та мăшăрлантарас тенĕ. Хĕр çывăх çыннисен сăмахне чĕре çывăхне илнĕ те... качча тухнă. Пăхман хĕвеле пăхтарайăн-и вара? Çав яшпа Улькка нумай пурăнман, тăван килне таврăннă. «Мана йĕкĕтсем тек куç хывмарĕç, çавăнпа упăшка тупаймарăм», — терĕ кинемей. Шăпине ÿпкелемест вăл, çамрăк чухне пур ĕçе те хăех пурнăçланă, никамран пулăшу кĕтмен. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, халĕ — чăхсем çеç. Ватлăх çывхарнă май Улькка аппан та пилĕкĕ, урисем ыратма тытăннă. Унччен вăл пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен ачисене ас тунă, вĕсем час-часах килсе çÿренĕ. Пĕртăванĕсем çĕре кĕрсен те вĕсен ачисем пăрахмаççĕ. Нумаях пулмасть кăмака хутмашкăн кансĕр пулнăран кинемее газ кĕртсе панă. Маллалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.