Килĕшнĕ те суйланă

15 Пуш, 2018

Тиматипе Максим Фадеев продюсер пултаруллă çынсене шыраççĕ. Çак тĕллевпех вĕсем ТНТ телеканалта «Песни» проект йĕркеленĕ, пысăк кастинг ирттереççĕ. Иртнĕ шăматкун суйлавăн 5-мĕш тапхăрĕ эфира тухнă. Унта Шупашкар пики Софья Авазашвили те хутшăннă. Хутшăннă кăна мар, хĕр кастинг витĕр тухнă! Софья хăй çырнă юрра шăрантарнă. Тимати шăпах çавăн пек çынсене, авторсене, шыранине палăртнă. Жюрире ларакан опера юрăçи Аида Гарифуллина Софьăн пултарулăхĕпе кăмăллă пулнă. «Тĕрĕссипе, эсир мана килĕшрĕр, çавăнпа сире шантăм. Эсир чунран юрларăр», — хакланă Максим Фадеев та. Çамрăк юрăç тепĕр тапхăрта ăмăртĕ. Çакна та палăртмалла: Софья унччен пĕрремĕш каналти «Голос» проекта хутшăннă.

Грузире çуралнăскер 5 çулта çемйипе Шупашкара куçса килнĕ. Ачаранах Софья юрлама юратать, музыка шкулĕнче фортепьяно класĕнче ăсталăха туптанă. Хĕр 9 çул ташă кружокне те çÿренĕ. Каярахпа уявсенче, ытти мероприятире юрланă. Çав вăхăтрах эстрада студийĕнче кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсене ташлама вĕрентнĕ. Пултаруллăскер Мускаври Гнесинăсем ячĕллĕ Раççейри музыка академине вĕренме кĕнĕ. Унăн хăйĕн студи те пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.