Николай КОНОВАЛОВ

6 Утă, 2016

Эсир нумай-нумай çын пурнăçне çăлатăр

80 çул яваплă службăра

Ретро-автомобильсен куравне те йĕркеленĕ те — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра йĕркипе лартса тухнă çĕнĕ теçетке çурă "Лада-Гранта" машина пушшех илемлĕ курăнать. Юнашарах — вĕсен хуçисем, ПАИ инспекторĕсем. Вĕсем те паян уйрăмах илемлĕ — шурă кĕпепе, çĕкленÿллĕ кăмăллă... Тунтикун çулсем çинчи йĕркелĕх хуралçисем Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине туса хунăранпа 80 çул çитнине паллă турĕç.

7 Çĕртме, 2016

Çул çинче пуçлăх та, пуçлăх ывăлĕ те çук

Пурте правилăсене пăхăнсан кăна инкексенчен сыхланма май пур

ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕ юнкун йĕркеленĕ пресс-конференцие пилĕк уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетме пухнă пулин те журналистсене, паллах, чи малтанах тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн ывăлĕ тунă авари кăсăклантарчĕ. Управлени пуçлăхĕ Владимир Романов, унăн ĕçтешĕсем МИХсен представителĕсем кĕтнине тÿрре кăларчĕç — çав аварипе çыхăннă чылай саманта уçăмлатрĕç.

3 Çĕртме, 2016

Ăмăртура - адвокатсем кăна

Професси уявне спорт ăмăртăвĕ ирттерсе паллă тăвакансем йышлă мар. Чăваш Ен адвокачĕсенчен тĕслĕх илме пулать: ытларикун вĕсем ЧР Адвокатсен палатин пĕрлĕхĕсен хушшинчи çăмăл атлетика тата мини-футбол турнирне Шупашкарти «Энергия» стадиона пухăнчĕç. Спорт уявне Раççей Адвокатура кунне халалланă.

31 Çу, 2016

Производство ÿсĕмĕ, ППЭ тата «пуçтах ывăл» çинчен

Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче республикăра промышленноç производствин индексĕ 114% танлашнă. «Ку — «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем йĕркеллĕ ĕçлейменнине пăхмасăр. Пурпĕр промышленноç ĕçĕ ÿсĕмлĕ», — кăмăллăн палăртрĕ ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва уçнă май.

Икĕ утăм малалла, пĕрре — каялла

27 Çу, 2016

Çулсемпе кĕперсем, сĕт хакĕ тата... чĕлхе тавра

Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ хăй ертсе пыракан тытăмăн 2015 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет тунине кура Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче çулсене тытса тăрас, аталантарас, пассажирсене илсе çÿрессине тивĕçтерес ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Ку сферăра ыррипе пĕрлех пăшăрхантаракан самант та чылай.

Pages